АБОНЕНТ УЧАСТОКĔ УÇĂЛЧĔ
Районта 7 пин абонент çутçанталăк газĕпе усă курать. Уншăн тỹлеме, кирлĕ информаци илме халиччен халăх райцентрти пасар çуртне çỹретчĕ. Мартăн 19-мĕшĕнче вара "Чувашрегионгаз" ОООн çĕнĕ абонент участокĕ уçăлчĕ. Вăл пасар лапамĕнчех, Канашская урамра вырнаçнă. Район центрĕн архитектура сăн-сăпатне илем кỹрекен объектсен йышне кĕртмелле ăна. Çĕр типсен çурт йĕри-тавра тирпей-илем ĕçĕсем пурнăçласшăн. Офиса уçнă çĕре "Чувашрегионгаз" генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Комсомольски, Елчĕк районĕсен пуçлăхĕсем Геннадий Волковпа Николай Миллин, "Чувашсетьгаз" акционерлă обществăн "Канашмежрайгаз" филиалĕн директорĕ Виктор Стерлядкин тата ыттисем хутшăнчĕç. "Газ çынсемшĕн ырлăх пулнине пурте пĕлетпĕр. Паянхи савăнăçлă кун япăххи çинчен калас та килмест. Анчах, хамăр тимлĕ те асăрхануллă пулмасан, "сенкер çулăм" хурлăх та кỹме пултарать. Инкек курас темесен предпринимательсем сутакан газ баллонĕсене туянма сĕнмен пулăттăм. Темиçе тенкĕ перекетлесе Йĕпреç районĕнчи Буинскра баллонран газ тухса тăнипе пĕр çемьен пурнăçĕ татăлнă", - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Кияметдин Садыртдинович. Абонент участокĕнче чăннипех те хăтлă. Кунта клиентсене виçĕ контролер йышăнать. Çĕнĕ пунктра çутçанталăк газĕшĕн тỹлекен пĕрремĕш абонент район пуçлăхĕ Геннадий Волков пулчĕ. Стендсем çине çутçанталăк газĕпе усă куракана кирлĕ пĕтĕм информацие вырнаçтарнă. Çакăнтах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Мифтахутдиновăн йышăну пỹлĕмĕ те пулать. Офис уçăлнă кунах Кияметдин Садыртдинович район çыннисене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнчĕ.