Комсомольский муниципальный округ

КРЕДИТ ИЛЕС ТЕКЕНСЕМ ЙЫШЛĂ

"АПК аталантарасси" наци проектне ĕçе кĕртсе пынă çĕрте килти уйрăм тата хресчен-фермер хуçалăхĕсене çăмăллăхлă кредит парса пулăшма уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе кăçал еплерех ĕçлесе пынипе экономика управленийĕн спе- циалистне Л.М.Мухинăна каласа пама ыйтрăмăр.

- Людмила Михайловна, кредит парассипе кăçал ĕçсем пуçланнă-и?

- Тỹрех калама пулать, ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Март уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне 149 çынна çăмăллăхлă 22114 пин тенкĕлĕх кредит панă. Çав шутран 78-шне - перекет банкĕн уйрăмĕнчен, 71-шне Раççейри ял хуçалăх банкĕнчен илнĕ. Вырăнти перекет банкĕ - 8869 пин тенкĕ, Раççей ял хуçалăх банкне кредит валли 13245 пин тенкĕ уйăрнă. Банксене 21 çыннăн докуменчĕсене тăратнă. Кредит илекенсен йышĕ кашни кунах ỹсет. Хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе илнĕ кредита тĕллевлĕн усă курнине па-лăртса хăварас килет.

- Ял поселенийĕсене илес пулсан, хăшĕсем активлăрах?

- Халăха кредит парассипе пур çĕрте те ĕçлеççĕ. Ытларах вара Комсомольски ял поселенийĕнче. Кăçал 33 çын çăмăллăхлă кредит 4605 пин тенкĕлĕх илнĕ. Çавăн пекех Урмаел (19), Хирти Сĕнтĕр, Александровка (18), Тукай ял поселенийĕсенче пурăнакансем те кредит чылай илнĕ.

- Людмила Михайловна, кăçал кредит илессинче улшăнусем пур-ши?

- Улшăнусем пур. Уйрăм хуçалăхсене паракан кредит калăпăшĕ ỹснĕ. 2007 çулта килти хушма хуçалăх тытакансем проектпа килĕшỹллĕн 1 миллион тенкĕлĕх суперçăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ, пĕлтĕр унăн калăпăшĕ 300 пин тенкĕ çеç пулнă. Çакна уйрăммăн палăртасшăн. Кредитпа çунтармалли-сĕрмелли материалсем, запас пайĕсем, минераллă удобренисем, ỹсентăрансене хỹтĕлемелли препаратсем, çамрăк выльăх, вĕсем валли апат, ветеринари препарачĕсем туянма, ял хуçалăх техникине, выльăх-чĕрлĕх хуралтисене юсама, ял хуçалăх культурисене тата сезонлăх ĕçре кирлĕ ытти пурлăха страхлама 2 çуллăха кредит илме пулать. Ун пек чухне кредитсем пĕтĕмпе 300 пин тенкĕрен иртмелле мар. Пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техники - 3,5 тоннăран мала мар. Массăллă груз турттармалли автомашина, ял хуçалăх продукцийĕсене тирпейлемелли тата выльăх-чĕрлĕх витисенче кирлĕ оборудовани туянма, хуралтăсене тума е реконструкцилеме 5 çуллăха кредит параççĕ. Çак тĕллевсемпе илнĕ кредитăн сумми 700 пин тенкĕрен иртмелле мар. Килти хушма хуçалăха ура çине тăратма, яла аталантарма патшалăх çĕнĕ майсем уçса пулăшу кỹрет. Район çыннисем унпа туллин усă кураççех тесе шутлатăп. Кредита перекет банкĕ, "Россельхозбанк", "Согласие", "ТАН", "Столичный" кредит кооперативĕсем урлă илме пулать.



"Каçал Ен"
21 марта 2007
00:00
Поделиться