ТЕЛЕВИДЕНИПЕ КУРМА ПУЛĔ
Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Каçал" фольклор ансамбльне пĕлмен, унăн пултарулăхĕпе паллашман çын çук та пулĕ. Янăравлă саслă артистсен (çавăн пекех калас килет) пултарулăхне республика шайĕнче те пĕлеççĕ. Çак кунсенче вĕсем пирки передача йĕркелеме Чăваш телевиденийĕнчен те çитрĕç. Паллă юрăçă, "Янра, хуткупăс" передачăна чылай çул ертсе пынă Александр Васильев тата Сергей Мышев оператор "Каçал" ансамбль юрланине çырса илчĕç. Юрăсем çеç мар, ташăсем те пулчĕç унта. Ỹкерĕнỹ Нĕркеç ялĕнчи Волковсен çуртĕнче пулчĕ. Мĕншĕн çак хуçалăха суйласа илнĕ-ха? Кил хуçин арăмĕ Елизавета - тĕрĕ ăсти. Пỹрте пырса кĕрсенех илемлĕх тĕнчине лекетĕн. Стенасем çинчи эрешсене курсан камăн кăмăлĕ уçăлмĕ-ши? Сĕтел çитти, минтер пичĕ тата ытти те хитрелĕхпе тыткăнлать. "Каçал" фольклор ансамблĕ патне каялла таврăнар-ха. Унта район центрĕнче пурăнакан, тĕрлĕ организацисенче ĕçлекенсем çỹреççĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă, юрра-ташша юратакансем уйрăмах нумай. "Ватăлма пĕлмеççĕ. Халăх юррисене сцена çине кăлараççĕ", теççĕ вĕсем пирки куракансем. Ансамбле В.Павлов ертсе пырать. Купăсçи те хăех. Ансамбль пултарулăхне, паллах, сăмахпа çырса пĕтереймĕн. Вĕсен юрри-ташшине çывăх вăхăтра чăваш телевиденийĕпе курма май пулĕ.