Комсомольский муниципальный округ

МАЛАШНЕХИ ТĔЛЛЕВСЕНЕ СỸТСЕ ЯВНĂ

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, мартăн 21-мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Унăн тĕп теми - ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă "Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле" уçă çырăвне сỹтсе явасси, республикăн, районăн 2006 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕ, Чăваш Енĕн малашлăх планĕсем. Министерствăсен специалисчĕсем район ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ертсе пыракан ушкăн чи малтанах "НУР" ял хуçалăх кооперативне çитсе курчĕ. Вăл чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Сĕте халăхран, хуçалăхсенчен пуçтарса, ăна тасатса ытти пысăк организацисене сутать. Кунта çĕнĕ йышши технологисемпе ĕçлеççĕ. Çула май ĕçлĕ ушкăн çул хĕрринчи нумаях пулмасть хута кайнă авто сервис ĕçĕпе кăсăкланчĕ. Ун хыççăн ĕçлĕ ушкăн Кĕçĕн Каçалти моделлĕ библиотекăна çитсе курчĕ. Паянхи куна библиотека фондĕнче 11 пин кĕнеке. "Ял халăхĕ, шкул ачисем библиотекăна тăтăшах килеççĕ, уйрăмах кану кунĕсенче вулакансем йышлă. Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ, хаçат-журнал вулаççĕ. Мероприятисене те хутшăнаççĕ. Хаçат-журналсене май пултарнă таран ытларах çырăнса илме тăрăшатпăр. Паянхи куна 11 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăннă. Вăл шутра "Хыпар", "Советская Чувашия", "Вести Чувашии", "Уютный дом" çырăнса илетпĕр,- каласа пачĕ библиотека ертỹçи Ирина Албутова. Пирĕн ентеш, Чăваш Республикин культура, нациОональноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ П.Краснов библиотекăна истори темипе 34 видеокассета парнелерĕ. Ача-пăчасем компьютерпа еплерех ĕçленипе кăсăкланчĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Урмаелĕнчи фельдшерпа акушер пунктне çитсе курчĕ. Хальлĕхе кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çитес вăхăтра пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ уçма палăртаççĕ. Аслă Чурачăкри культурăпа кану центрĕн, моделлĕ библиотекăн, çĕнĕ шкулăн, практика врачĕн уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашрĕç. Ялти шкула пĕлтĕр çеç хăпартма пуçланă пулин те, ĕçсене вăхăтра пурнăçланă. Халĕ çуртăн çивиттине витнĕ, чỹречесем те лартнă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ăна хута ямалла. Кунти культурăпа кану центрĕ районта чи лайăххисен йышĕнче. Унта хăтлă та илемлĕ, таса. Ял çамрăкĕсене туллин савăнма, канăва усăллă ирттерме пĕтĕм услови пур. Моделлĕ библиотекăна та вулакансем йышлăн çỹреççĕ. 2006 çулта вăл 200-250 çĕнĕ кĕнекепе пуянланнă. Аслă Чурачăкри культурăпа кану центрĕн ĕçне министр пысăк хак пачĕ. Малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма сунчĕ. "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев, юстици министрĕн çумĕ М.А.Кузьмин, П.С.Краснов министр "Каçал ен" редакцине те çитсе курчĕç. Районти Пенси фончĕн уйрăмне уçнă çĕре хутшăнчĕç.



"Каçал Ен"
24 марта 2007
00:00
Поделиться