Комсомольский муниципальный округ

ÇУЛСЕНЕ ÇĔМĔРЕС МАРЧЧĔ

Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче çул-йĕре, кĕперсен çĕмĕресрен асăрханас тĕлĕшпе кăçалхи мартăн 26-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен 7 тонна тата унран йывăртарах транспорт хатĕрĕсене вăхăтлăха çỹреме чараççĕ. Çакăн пикри район пуçлăхĕн Г.Волковăн постановленийĕ те пур. Енчен те пысăк виçеллĕ транспорт хатĕрĕсене çул çине кăларас тесен ятарлă пропуск илмелле. Ăна 7 тоннаран пысăк виçеллĕ, анчах та 25 тоннăран ытла мар таякан виçеллисене çеç параççĕ. "Специальная - жидкий азот", "Аварийная служба", "Техпомощь" тесе çырнă автомашинăсене, заводран хăваласа килекен автомобильсене, почта, çыхăну, чрезвычайлă лару-тăру транспорт хатĕрĕсене распоряжени пырса тивмест. Пассажирсем турттаракан çунтармалли-сĕрмелли материалсем, заводсемпе базăсенчен илсе килекен тракторсемпе ял хуçалăх техникине, медицина тата ветеринари препаратне, выльăх апачĕсене, вăрлăха, минераллă удобрения ял хуçалăх машинисен запас пайĕсене, ăратлă выльăх-чĕрлĕхе, заводсене пухса илсе каякан выльăх-чĕрлĕхе, апат-çимĕçлĕх тырра, хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕçе, коммуналлă предприяти тата халăх валли топливо илсе килекен автомашинăсен тỹлевсĕрех пропуск илме май пур. Енчен те йĕркене пăсса, пропусксăр пĕр хут çул çине тухнăшăн водителе 300-500 тенкĕ, должноçри çынна 800-1000 тенкĕ штрафлаççĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăçал кашни яла хытарнă çулсем çитерме палăртнă. Анчах та çакă тунă çулсене ватса-çĕмĕрсе пĕтермеллине пĕлтермест. Шăпах çанталăкăн çак вăхăтĕнче çулсен чылай пайĕ арканать. Кашни водителĕн çакна шута илесчĕ.



"Каçал Ен"
28 марта 2007
00:00
Поделиться