ЧРЕЗВЫЧАЙЛĂ КОМИССИ ЛАРĂВĔНЧЕ
Мартăн 26-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи терроризма хирĕçле тата чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне комисси председателĕ, район пуçлăхĕ Геннадий Волков йĕркелесе ертсе пычĕ. Тăватă ыйту пăхса тухса сỹтсе яврĕç. Хальхи вăхăтра çурхи шывсене йĕркеллĕ ирттерсе ярасси - тĕп задачăсенчен пĕри. Вĕсем гидротехника сооруженийĕсене, çулсене, пурăнмалли çурт-йĕре хăрушлăх кăларса ан тăратчăр тесе ятарлă службăсем тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Асăннă ыйтупа райадминистрацин ГО тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Нетфулла Хайруллов сăмах илчĕ. Вăл район терииторийĕнчи пĕвесемпе плотинасене тĕрĕсленин акчĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсем çыранран тухса е сооруженисене çĕмĕрсе инкек кỹмессе палăртрĕ. Апрелĕн 10-12-мĕшĕсенче шыв вăйлă кайма пултарать. Çапах пĕр объектшăн пăшăрханмалли те пур. Вăл - Хырай Ĕнел çывăхĕнчи плотина. Шыв-шур вăйлă ансан, кивелсе çитнĕскер, юхса кайма пултарать, вара "Искра" колхозăн ферми патне каймалли çул хупланать. Тата кĕперсене пысăк тимлĕх уйăрмалла. "Чувашмелиоводхозăн" районти организацийĕн ертỹçи В.Н. Ананьев хăйсем çак ыйтусене шута илсе ĕçленине палăртрĕ. 2005 çулхи çулларанпа тĕнчене кайăк-кĕшĕк грипĕ хăратса тăрать. Ветстанци директорĕ Рустем Велимухаметов районта çак тĕлĕшпе мĕнле лару-тăру пулнипе паллаштарчĕ. "2006 çулта Раççейĕн 15 регионĕнче çак чир ернĕ тĕслĕхсем пулнă. Иртнĕ çул районти 40 пин пуç кайăк-кĕшĕке вакцинăланă. Кăçал та çак ĕç пуçланнă. Района 36 пин доза вакцина кỹрсе килнĕ, ветеринарсем ялсенчи кайăк-кĕшĕк усракан кашни килех çитĕç. Пĕр доза хакĕ 1,5 тенкĕ", - терĕ Рустем Минатуллович. "Госпожнадзор" уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Вячеслав Мамуткинпа 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ Андрей Жуков район территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерсси çинчен калаçрĕç. Шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн заместителĕ Александр Ларионов çын нумай пухăнакан объектсенче хăрушлăхран сыхланмалли мелсем çинче чарăнса тăчĕ, вĕсенче видеоасăрхав аппарачĕсем вырнаçтарма сĕнчĕ. Лару ĕçне район пуçлăхĕ пĕтĕмлетрĕ, комиссии членĕсем пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.