ХУШМА ХУÇАЛĂХ АТАЛАНĔ
Чĕчкен ял поселенийĕнче 166 çын пурăнать.Икĕ ялĕпе пурĕ 500 хуçалăха яхăн. Вĕсем иртнĕ çул 436 пуç ĕне, 145 пуç сысна, 227 пуç сурăх, 24 пуç лаша тытнă. Сĕт тупăшлă продукци пулнă май, ялта икшер ĕне тытакансем те пур. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕ çеç пĕлтĕр халăхран 5041 центнер сĕт пуçтарнă. Кунсăр пуçне уйрăм предпринимательсем те туянаççĕ. Иртнĕ çул икĕ ялти 49 çын хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă йĕркепе кредит илнĕ. Апла пулсан, татах та выльăх-чĕрлĕх тытакансем йышланчĕç, вĕсем валли хуралтăсем çĕклĕç.
"Каçал Ен"