КАНАШЛАНИ, СỸТСЕ ЯВНИ КИРЛЕХ
Ял поселенийĕсенче граждансен пухăвĕсем иртрĕç. Çĕршыв, республика правительстви юлашки çулсенче ялти социаллă-экономикăлла лару-тăрăва лайăхлатас тесе хресчен патне утăмсем турĕ. Çапах та татса паман ыйту чылай-ха. Çакна пухусенче пулнă май асăрхамасăр тăма пултараймарăм. Тепĕр тесен, пĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ калашле, "ăçта пурăнас теççĕ _ çавăнта ыйтусем, сĕнỹсем, канашсем пулмалла" тенипе килĕшмелле. Малалла ăнтăлакан çеç çĕнĕлĕхсемпе интересленет. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе специалистсем отчет тунă май ялсен пурнăçне туллин уçса пама тăрăшрĕç. Халĕ вĕсем çине пысăк яваплăх тиеннĕ. Хăйсен бюджет, депутатсем пур. Анчах та бюджет укçи-тенки пысăк ĕçсемех тума çитмест. Çавăнпа чылай çĕрте халăх вăйĕпе, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсемпе ытти организацисем пулăшнипе ĕçсем пурнăçлаççĕ. Пĕр урамра пурăнакансем нимелле укçа пуçтарса çулсене чул сарса хытараççĕ, çырма-çатра хĕррине йывăç лартаççĕ, парксем тăваççĕ. Ялсен тирпей-илемĕ те халăхсен тăрăшулăхĕсĕр пулмасть. Унчченхи çулсенче пухусенче халăх çутçанталăк газĕ кĕртессипе çыхăннă ыйтусене хускататчĕ. Халĕ районта пур яла та газификациленĕ. Çавăнпа та ун пирки шарлакансем питех пулмарĕç. Пухусенче район администрацийĕн ертỹçисем, тĕрлĕ пайсен специалисчĕсем хутшăннă май, вĕсем патне социаллă çăмăллăхсемпе, пенсипе çыхăннă ыйтусем ытларах пулчĕç. Халăх вĕсенчен кирек мĕнле ыйту çине те тулли хуравсем илчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем юхăннă ялсенче пушар машини тытасси, хĕллехи вăхăтра çулсене уçасси, халăха ĕçпе тивĕçтересси - çивĕч ыйту. Çакăн пирки калаçусем пулчĕç. Акă, Чĕчкен ял поселенийĕн администрацийĕпе "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн правленийĕ килĕштерсе ĕçлеççĕ. Кооператив ялсене тирей-илем кĕртме, çулсене пăхса тăма тата ытти енĕпе те пулăшать. Ун пеккисем татах та пур. Тирпей-илем тенĕрен, ку та пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри. Çакăн пирки кашни пухура тенĕ пекех хускатрĕç. Çỹп-çапа ятарлă вырăна мар, çырмасем, варсем хĕррине тăкаççĕ, урамсене вут-шанкăпа тултарса лартаççĕ. Пухусенче ялсенчи культура, медицина, вĕрентỹ учрежденийĕсенчи специалистсем те хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Халăх моделлĕ библиотекăсем пирки ырласа калаçрĕ. Çавăн пекех приоритетлă "Вĕрентỹ", "Сывлăх" программăсене пурнăçласа тунă утăмсем пирки те сăмах пычĕ. РФ тата Чăваш Республикин правительствисем "Çамрăк çемье", "Ялта пурăнакан" программăсемпе çĕнĕ çурт-йĕр çĕклеме укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Ун пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче те, тĕрлĕ йышши тĕлпулусенче те пĕрре мар асăннă. Ялсенче тавăрса памалла мар ссуда илнисем те пур. Анчах та хăшĕ-пĕри çакăн пирки илтмен те иккен. Вĕсем пухусем хыççăн та чылай ыйту панă тĕслĕхсем пулчĕç. Хушма хуçалăха атлантарма паракан кредит ял çыннисенчен чылайăшне хумхантарать, хăратса та тăрать. Ун пирки те чылай ыйту пулчĕ. Пирĕн районти çынсем çак кредита илес енĕпе республика шайĕнче те малта. Анчах та ялсенче ĕçчен, çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлеме пултаракан çемьесем чылай-ха. Вĕсен çак çăмăллăхлă кредитпа хушма хуçалăха аталантарма усă курмаллах. Пурнăçра вак-тĕвек ыйтусем çук. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те, район администрацийĕн представителĕсем те кашни ыйтăвах шута илчĕç. Вырăнта вĕсене хуравлаймасан çырса хучĕç, малашне татса парĕç. Халăхпа тĕл пулса калаçни, канашлани, сĕнỹсене шута илни кирлех.