Комсомольский муниципальный округ

ТĔЛЛЕВСЕНЕ ПАЛĂРТНĂ

Шурут ял поселенийĕ районта чи пысăккисенчен пĕри. Вăл 5 яла пĕрлештерсе тăрать. Çавăнпа та граждансен пухăвĕсем виçĕ тĕлте иртнĕ. Пухусен ĕçне район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, администраци ĕçĕсене тăваканĕ Ю.В.Скворцов хутшăннă. Çавăн пекех халăха хумхантаракан ыйтусем çине хурав пама район больницин тĕп врачĕн çумĕ Т.С.Тимергалеева, "Районти халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен центр" патшалăх учрежденийĕн директорĕ Н.В.Антонов, район администрацйĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕн специалисчĕ Л.М.Пушкина, социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕ Т.Г.Смирнова килсе çитнĕ. Халăхăн ыйту нумай. Вĕсене специалистсем тулли хуравсем панă. Пухусенче малтанах Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.К. Алексеев, спецалистсем отчет туса панă. Çавăн пекех Шурутри, Йỹç Шăхалĕнчи, Тутар Шурутри культработниксем Г.Архипова, Л.Козлова, А.Алимова сăмах илсе хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Шкул директорĕсем Т.Колпаковапа А.Албутова та вĕрентỹ ĕçĕ мĕнле пыни пирки каласа панă. Пухура ветеринари ĕçченĕ С.Чернова, Йỹç Шăхаль, Тутар Шурут фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсем Т.Николаевапа Н.Крылова, Шурутри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн заведующийĕ В.Семенова тухса калаçнă. Халăха тĕпрен илсен мĕн хумхантарать-ха? Самообложени, пушар хуралĕ, çĕр ыйтăвĕ. Çакăн пирки калаçу уйрăмах çивĕч пынă. Ял халăхĕ малашнехи тĕллевсене палăртнă. Ĕçлемелли вара ялсенче чылай. Çакна ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.К.Алексеев та хăйĕн отчетĕнче палăртнă. Ялсене тирпей-илем кĕртмелле. Кăна пĕччен ĕçленипе çеç туса пĕтереймĕн. Урамсенчи тасалăхшăн тăрăшмалла. Çавăн пекех йывăçсем лартас тĕлĕшпе те вăй хумалла. Иртнĕ çул ял поселенийĕнче чылай ĕç тунă-ха. Анчах та çакăнпа çеç лăпланса ларма юрамасть. Çамрăксемпе ĕçлессине, вĕсен канăвне йĕркелессине лайăхлатмалла. Воспитани енĕпе те тăрăшмала. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕм халăхпа пĕрле килĕштерсе ĕçлемелли чылай-ха. Пĕччен суран - типсе пырать, ушкăнпа суран - кỹлĕ пулать, теççĕ халăхра.



"Каçал Ен"
28 марта 2007
00:00
Поделиться