Комсомольский муниципальный округ

Килти хуçалăха аталантарма

Комсомольски районĕнчи  ял хуçалăх предприятисем те, фермер хуçалăхĕсем те ытти чухнехинчен чылай тупăшлăрах ĕçлеме пуçларĕç.

- Малашне килти хуçалăхсем ытларах вăй илĕç, - тет райадминистрацин экономика управленийĕн специалисчĕ Л.Мухина. – Вĕсем çăмăллатнă кредит ытларах илме пуçларĕç. Кăçал кăна 150  ытла çемье тĕрлĕ банкран 25  миллион тенкĕ илнĕ. Чылайăшĕ кăçалтан пуçласа паракан суперкредитпа – кивçен пĕр миллион  таран паракан майпа усă курнă.

Хуçалăха аталантарма  кивçен илекенсен йышĕ  уйрăмах Комсомольски, Урмаел, Хирти Сĕнтĕр, Тукай ял тарахĕсенче  йышлă.



"Хыпар"
29 марта 2007
00:00
Поделиться