Комсомольский муниципальный округ

Комсомольскинче уяв çине - уяв

Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕ пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕнĕ çурта куçрĕ тата амăшĕсене сертификат илнĕ ятпа саламларĕ. Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем пенси ыйтăвĕсемпе халиччен район администраци çуртне çỹренĕ, Пенси фончĕ унта темиçе пỹлĕме арендăна илнĕ. Пĕлтĕр асăннă служба уйрăлса тухма май тупрĕ - Чăваш Республикин Культура министерстви шутланнă типографи çуртне тĕпрен юсама пикенчĕ. Строительсен тăрăшулăхне пула икĕ çула тăсăлмалли ĕçсем çулталăкрах вĕçленчĕç. Завод урамĕнчи икĕ хутлă çурт тултан та, шалтан та тĕпренех улшăнчĕ. Халĕ çынсем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене татса пама ятарлă оборудованипе тивĕçтернĕ, компьютерпа пуянлатнă клиент службине пыма пултараççĕ - кунта харăсах виçĕ çына йышăнаççĕ. Хальхи программа тивĕçтерĕвĕ, кăтартусен электрон никĕсĕ тата специалистсен пысăк ăсталăхĕ кунта килекен кашни гражданинăн ыйтăвне пахалăхлă тата хăвăрт тивĕçтерме май парать. Пенси службин ĕçченĕсем те çĕнĕ вырăнта хăйсене хăтлă та меллĕ туяççĕ. Çуртăн пĕр пайне район хаçачĕн редакцийĕ йышăнать - çакăн пек кỹршĕсем пулни икĕ енĕшĕн те усăллă. Çĕнĕ çурта куçакансене РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертỹçи Р.Кондартьева, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатчĕ, "Чăвашрегионгаз" ООО генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов тата ытти хăна саламларĕç. Ун хыççăн амăшĕн капиталĕн сертификатне пилĕк хĕрарăма чаплă лару-тăрура пачĕç.



"Хыпар"
29 марта 2007
00:00
Поделиться