Комсомольский муниципальный округ

ĔÇНЕ КУРА ТУХĂÇĔ

Хирсенче тĕл-тĕл хура тĕссем палăрма пуçларĕç. Апла пулсан кĕçех çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланмалла. Ку вăхăтра кашни çулах техника тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Кăçал ăна пуçласа "Слава картофелю" агрофирма" ОООра ирттерчĕç. Унти механизаторсемпе инженерсем, техника ĕçченĕсем ку ыйтупа районти комиссине тухнă. Тракторсем çĕнĕ, ĕçлекенсем опытлă. Кăкарса ĕçлемелли, агротехника ĕçĕсем тумалли агрегатсенчен ытларахăшне юлашки 5-6 çулта илсе килнĕ. - Кивĕ техникăсенчен пĕри - 2001 çулта илсе килни. Ун чухне пĕр тракторпа ĕçе пуçăнтăмăр. Халĕ те вăл йĕркеллĕ ĕçлет,- каласа парать А.Селиванов, агроном-менеджер. Тĕрĕслев пуçланчĕ. Мĕн тĕрĕслемелле-ши çĕнĕ, 2-3 çул çеç ĕçлекен транспорт хатĕрĕсене? Комисси, паллах, "лайăх" хак пачĕ. "Джон-Дир-7820" трактор пирки районти чылай хуçалăх ĕмĕтленет çеç-ха. Унсăр пуçне МТЗ-1025, 1221 тракторсем те хальхи вăхăтра туса кăларнисем. Техника тĕрĕслевĕ пынă вăхăтрах кăкарса ĕçлемелли ытти техника патĕнче те пултăм. Сеялка, çĕрулми лартмалли, кăлармалли агрегатсем, "иккĕмĕш çăкăр" пуçтармалли комбайн тата ытти те çăва тухсан ĕçлеме хатĕр. Техника тĕрĕслевĕ хыççăн канашлу пулчĕ. Малтанах Патшалăх техника надзорĕн инженерĕ С.Кокорев, район администрацийĕн ĕç хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Н.Прокопьев сăмах илчĕç. Ун хыççăн А.Селиванов агроном-менеджер, Р.Салеев инженер уй-хир ĕçĕсене кăçал йĕркеллĕ ирттерсе яма ăнăçу сунчĕç. Пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ха? "Слава картофелю" агрофирма" ООО - çамрăк хуçалăх. Вăл ĕçлеме пуçлани 6 çул çеç. Апла пулин те паянхи куна тивĕçтерекен, çĕнĕ технологие алла илме май паракан техникăпа пуянланни паха, ĕçĕ те курăмлă. Çакна вара тухăçĕ те, тупăшĕ те çирĕпле- тет. Районти ытти хуçалăхсенче те хальхи вăхăтра тракторсене, прицепсене юсаса хатĕрлес, сăрлас ĕçсем пыраççĕ. Юсавлă техника анчах çурхи ака-суха ĕçĕнче, çул çинче шанчăклă. Трактор тытакан уйрăм çынсен те техника хатĕрĕсене тĕрĕс- лев витĕр кăлармалла. Çакна ĕнентерекен документ илме- лле. Кĕçех çураки пуçланать. Механизаторсем, хăвăра шанса панă техникăна рейса тухас умĕн тĕрĕслĕр. Çакă сире ĕçре шанчăк кỹрĕ. Техника тĕрĕслевĕсем иртнĕ хыççăнхи канашлусенче кун пирки инженерсем çулсеренех пĕрре мар асăрхаттараççĕ.



"Каçал Ен"
31 марта 2007
00:00
Поделиться