Комсомольский муниципальный округ

Ачасене - пулăшу

Чăваш Ен правительстви çывăх çынсен ăшшине туйма пỹрмен, ашшĕ-амăшĕ пур çĕртенех тăлăха тăрса юлнă, инвалид, вăраха кайнă хăрушă чирпе аптăракан ачасене пулăшассине яланах тимлĕхре тытать. Çак тĕллевпе Чăваш Енри Ача-пăча фончĕ те çулсеренех тĕрлĕ ыркăмăллăх акцийĕсем йĕркелет. Пирĕн районта та ку ĕç кирлĕ шайра пурнăçланса пырать. Акă, "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафона хутшăнса район адмиинстрацийĕн специалисчĕсем пĕр кунхи ĕç укçине ятарлă пулăшу счечĕ çине куçарнă. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Çавăнпа та марафон вĕçлениччен ыттисем те пулăшу кỹме пултараççĕ. Ачасен хуйхине асăрхамасăр хăварар мар, вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшар.



"Каçал Ен"
31 марта 2007
00:00
Поделиться