ПАХАЛĂХЛĂ ПĔЛỸ ПАРАССИ - ТĔП ТĔЛЛЕВ
Тарăн ăс-тăн, çĕннине пĕлме, алла илме ăнтăлнине яланах тивĕçлипе хаклаççĕ. Паян вара,пурнăç çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа аталаннă тапхăрта, çĕнĕ проектсене пурнăçланă май пурне те алла илме çăмăлах мар. Апла пулин те, ыттисенчен юлма юрамасть. Пĕр сăмахпа каласан, аталанмалла! Вĕрентỹ тытăмне лайăхлатас, чылай улшăну кĕртес тĕллевпе 10 çул каялла Чăваш Республикин Президенчĕ "Çĕнĕ шкул" программа йышăннă. Асăннă тапхăрта вара улшăну пулнă. Пĕтĕмлетсе каласан, çакна палăртмалла: Раççейĕпе илес пулсассăн, пирĕн республика чи малтан вĕрентĕве çĕнетсе улăштарма пикенчĕ. Ку енĕпе çĕнĕ проектсем, нормативсем йышăнчĕ. Тĕслĕхрен, республика чи малтан пуçласа ППЭне хутшăнчĕ, ачасен пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Чăваш ен опычĕпе паян вара Раççейре анлăн усă кураççĕ. Унăн паха опычĕпе нумайăшĕ паллашаççĕ. Пирĕн район та Раççей, Чăваш Ен Президенчĕсем йышăннă программăсене пурнăçа кĕртес ĕçе хастар хутшăнать, çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Вĕренỹ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене алла илсе, паха опытлă педагогсем вĕренекенсене тулли ăс параççĕ. "Çĕнĕ шкул" программа пурнăçа кĕнĕренпе районта вĕрентỹ, воспитани шайĕ лайăхланнă-и? Çак тата ытти ыйтусене хуравлама район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕнчен Н.А.Максимовран ыйтрăмăр.
- Николай Аркадьевич, 1997-2007 çулсене пĕтĕмлетсе пăхсан, программăна пурнăçа кĕртме пуçланăранпа чылай улшăну пулчĕ пулĕ?
- Паллах. Çак çулсенче районти вĕрентỹ тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулчĕç. Программăра палăртнă аталану çул-йĕрĕ шкулсен ĕçĕ-хĕлне тĕпрен çĕнетме пулăшрĕ. Чи малтанах кунта реструктуризаци витĕмĕ пысăк пулнине çирĕплетмелле. Паян ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене пахалăхлă пĕлỹ паракан шкула яраççĕ. Паянхи кун 22 шкулта 3834 вĕренекен пĕлỹ пухать. 10 çулта вĕсен шучĕ 1397 ача чакнă. Тĕслĕхрен, 1996 çулта пĕрремĕш класа 540 ача килнĕ пулсассăн, 2006 çулта - 301 ача çеç (56 процент). Çавна май шкултан вĕренсе тухакансен йышĕ те чакать. 1996-1997 çулхи вĕренỹ çулне илсен шкулсенче ахаль вĕренỹ класĕсем çеç пулнă, 2006-2007 вĕренỹ çулĕнче педагогикăпа лицей класĕсенче 83 вĕренекен ăс пухать (96 процент - 10-11-мĕш классем). 9-мĕш класра вĕренекенсене ятарлă профессиллĕ программăпа вĕрентеççĕ. Ачан туртăмне тата вĕренỹ пултарулăхне кура пурнăçа хатĕрлесси, професси суйласа илме пулăшасси - паянхи вĕрентỹ тытăмĕнче йышăннă çĕнĕ çулсенчен пĕри. Профессиллĕ вĕрентỹ мелĕ вара аслă классенче вĕренекенсене шкултах хăйсен пуласлăхне палăртма май парать. Ют чĕлхепе информатика предмечĕсене те 2-3-мĕш класрах алла илме пуçлаççĕ. Инновациллĕ çул-йĕре суйласа илни ачасен вĕренỹ пахалăхне ỹстерет. 1997 çултанпа вĕренекенсем ылтăн, кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухасси 5,5 процент чухлĕ ỹснĕ. Çавăн пекех наци шкулĕсем те аталансах пыраççĕ. Районта 15 чăваш, 4 тутар, 3 вырăс шкулĕ. Кашни шкултах тăрăшса вĕренекен пултаруллă ачасем пур. Вĕсемпе ятарлă "Одаренные дети" программăпа ĕçлетпĕр. Ачасем тĕрлĕ олимпиадăсене, конкурссене, турнирсене хутшăнаççĕ. Вĕсемпе ĕçленин тухăçĕ те пур. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн выпускникĕ Д.Алексеев республикăри информатика олимпиадин призерĕ пулса И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕчĕ. Вĕренекенсем "Русский медвежонок", "Кенгуру", "Чувашские ласточки" конкурссене хастар хутшăнаççĕ. В.Зайцев (10-мĕш класс, Хирти Явăш вăтам шкулĕ) "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсран çĕнтерỹпе таврăннă. Ачасене пахалăхлă вĕрентесси педагогсенчен çеç килмест, вĕрентỹ учебникĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавна май районти вĕрентỹ пайĕ ку енĕпе уйрăмах тăрăшуллă ĕçлет. Ашшĕ-амăшĕсем те кĕнекесем туянма чылай пулăшаççĕ. Федераци комплектĕнчен ачасене учебниксемпе тивĕçтересси 84 процентпа танлашать, 1997 çулта - 68 процент пулнă. Ачасене тарăн та пахалăхлă пĕлỹ парасси - вĕрентекенсен тивĕçĕ. Çавна май халĕ педагогсем уроксенче ятарлă программăсемпе усă кураççĕ.
- Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсене реструктуризацилерĕç. Унăн паха енĕсем пур-ши?
- Демографи лару-тăрăвĕ япăххине пула 2002-2006 çулта районти 17 шкула реструктуризациленĕ. Пĕр вăтам, 8 тĕп шкул хупăннă. Вĕсенче халĕ ача сачĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. База шкулĕсем туса хунă. Ачасене шкулсене турттарма Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви 8 шкул автобусĕ уйăрнă. Çавăн пекех "Шкул патне çул" программăпа килĕшỹллĕн шкулсем патне асфальтлă çул сарнă. Шкул автобусĕсем валли 3 гараж хăпартнă, 2-шне юсаса çĕнетнĕ.
- Вĕрентĕве информаци технологийĕнчен уйăрма май çук. Апла пулсан паян кашни шкул, вĕрентекен, ача вĕсемпе туллин усă кураять-и?
- Вĕрентỹ тытăмне çĕнетсе улăштарас ĕçре информаци технологийĕсемпе усă курни пĕлтерĕшлĕ. Паянхи тĕллев - пĕрлехи информаци уçлăхне туса хурса мĕнпур вĕренекене, вĕрентекене унта ĕçлеме майсем туса парасси. "Çĕнĕ шкул" Президент программи ĕçлеме пуçланăранпа районти шкулсене 206 компьютер килнĕ, 19 вĕренекене 1 компьютер тивĕçет. Вăтам шкулсенче информатика кабинечĕсем çĕнĕ йышши оборудованипе пуян. Паян аслă классенче çеç мар, кĕçĕннисем те çĕнĕ технологисене алла илме хăнăхаççĕ. Районти пур шкул та Интернетпа анлă усă курать, хăйсен сайчĕ, электронлă почта пур. Комсомольски 2-мĕш, Урмаел вăтам шкулĕсенче "SMART" интерактивлă доскасем пур. Пурлăх бази те тĕрлĕ техникăпа пуянланнă: лазерлă 62 принтер, 36 сканер, цифрăллă 17 фотоаппарат, 4 видеокамера, мультимедийлă 14 установка. Ачасемпе вĕренекенсене аталанма пĕтĕм услови пур. Вĕрентекенсем те компьютерпа ĕçлессине алла илнĕ.
- Вĕрентỹ системин тĕп тĕллевĕ - ачасене тĕрĕс воспитани парасси. Çак ĕç районта еплерех пурнăçланать?
- Ачасене, çамрăксене паха воспитани парса тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасси вĕрентỹ системин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Уйрăмах "Çĕнĕ шкул" программăпа килĕшỹллĕн воспитани çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Районта ку енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. 1992-2007 çулсенче ачасен тавракурăмĕ, воспитани шайĕ палăрмаллах ỹснĕ. Вĕсем тĕрлĕ художествăлла мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, чăваш, вырăс фольклорне кăмăллаççĕ. Çавна май районта "Чăваш ен чечекĕсем", "Шăпчăк сасси", "Путене" фестивальсене йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре шкулсенче тĕрлĕ пĕрлешỹсем ĕçлени те пысăк витĕм кỹрет. Акă, 1997 çулта 30 пĕрлешỹ ĕçленĕ. Пĕрлешỹри ачасем тĕрлĕ акцисене, рейдсене, сывлăх кунĕсене, экскурсисене йĕркелес ĕçре хастар. Вĕренекенсем çуллахи каникула усăллă ирттерччĕр тесе, кашни çулах шкул çумĕнче кану лагерĕсем ĕçлеççĕ. Унта çỹрекенсен шучĕ çулсеренех ỹсет. 1997çулта - 896 ача, 2006 çулта - 1285 ача çỹренĕ. Вожатăйсем ачасен канăвне туллин, усăллă йĕркелеме тăрăшаççĕ. Çавăн пекех районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшсе 2006 çулта 137 ача вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă. Япăх çемьери 33 вĕренекен, йĕркене пăсакан 6 ачана тĕрлĕ ĕçе явăçтарнă. Темле тăрăшсан та йĕркене пăсакансем вĕренекенсен хушшинче пур-ха. 2006 çулта вĕсем 13 пулнă. Паянхи куна шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕнче 26 ача учетра. Çавăн пекех район администрацийĕ çумĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен ятарлă комисси пур. Унта 27 ачана шута илнĕ. Комисси ачисене тивĕçлипе воспитани паман 49 ашшĕ-амăшне куçран вĕçертмест. Вĕрентỹ пайĕ те ачасемпе профилактика мероприятийĕ чылай йĕркелет. Аслисен çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшмаллах. Ашшĕ-амăшĕсен те ачасен воспитанийĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмала.
- Çитĕнекен ăру - çĕршыв пуласлăхĕ. Районта вĕсемпе еплерех ĕçлесе пыраççĕ?
- Шел пулин те, паянхи куна районта ача сачĕсем çителĕксĕр. Çавна май ашшĕ-амăшĕсем ỹпкелешнине илтме тивет. Апла пулин те май пултарнă таран çак лару-тăруран тухма тăрăшатпăр. Акă, 8 шкулта ачасене кĕске вăхăтлăх пулмалли 9 ушкăн уçрăмăр. Унта 595 ача çỹрет. Вĕсене воспитательсем шкула кайма хатĕрлеççĕ. Районти ача сачĕсем лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Икĕ садикре ачасемпе ĕçлеме логопедпа физкультура учителĕ пур. Çавăн пекех районти депутатсен Пухăвĕнче кĕçĕннисене вĕренỹ парас енĕпе 2007-2010 çулсенче вăя кĕмелли ятарлă программа йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн Комсомольскинче тепĕр ача сачĕ тума палăртнă. Ытти шкулсенче кĕске вăхăтлăх ушкăнсем уçмалла. Вĕсене тĕрлĕ енлĕн аталанма, пĕр-пĕринпе хутшăнма условисем туса памалла.
- Николай Аркадьевич, ачасем спортпа туслă-и? Çитĕнỹсем пур-и?
- Районти ачасен спорт шкулĕ ăнăçлă ĕçлет. 1997 çулта унта 410 ача çỹренĕ пулсан, 2007 çулта вĕсен йышĕ 450 çитнĕ. Çăмăл атлетика, кĕрешỹ секцийĕсене ачасем ытларах кăмăллаççĕ, çитĕнĕвĕсем те пур. Районти, республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Паянхи куна районĕпе 19 спортзал ĕçлет, 1918 ача спортпа уйрăмах туслă. Çулталăкне районта 40 яхăн спорт ăмăртăвĕ йĕркелетпĕр. Вăтам шкулсем хушшинче çулсеренех спортăн 15 тĕрлĕ енĕпе спартакиада пырать. "Зарница", "Орленок" çарпа патриотизм вăййисене ачасем хастар хутшăнаççĕ. Футбол, волейбол, кĕрешỹ, теннис, шашкăпа шахмат вăййисем районта уйрăмах анлă сарăлнă. Спортпа туслă пулни хамăр сывлăха çирĕплетме пулăшать. Ачасене спорта явăçтарни çитĕнỹсем патне ăнтăлма хавхалантарни вара уйрăмах паха.
- Вĕрентекенсен умĕнче паян "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçласси çивĕч тăрать. Педагогсемпе шкулсем ăна мĕнле пурнăçлаççĕ?
- Наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ - вĕрентỹ пахалăхне ỹстересси. Мал опытлă тата ĕçре çĕнĕ меслетсене çул паракан вĕрентекенсене хавхавлантарасси те пулса пырать. Пирĕн район 2006 çулта чи лайăх учитель тата инновациллĕ шкула палăртакан конкурссене активлă хутшăнчĕ. Виçĕ вĕрентекен республика Президенчĕн гранчĕсене тивĕçрĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ конкурс йĕркипе пĕр миллион тенкĕлĕх гранта çĕнсе илчĕ. Кăçал та 7 вĕрентекен тата 2 шкул грант илме документсем тăратрĕç. Чăннипех тăрăшса ĕçлекен вĕренеткенсем пурри чуна савăнтарать. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнни вĕрентỹ сферинче ĕçлекенсен пултарулăхне, пĕлỹ шайне чăнахах ỹстерет.
- Куратпăр ĕнтĕ, вĕрентỹ сферинче чылай улшăну пулнă. Николай Аркадьевич, пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр-ши?
- "Çĕнĕ шкул" программа чылай çĕнĕлĕхе алла илме май пачĕ. Пирĕн районта паха опытлă шкул та, вĕрентекен те сахал мар. Вĕренекенсем те республика, Раççей шайĕнчи ăс-хакăл тупăшăвĕсенче пĕрре кăна мар палăрчĕç. Апла пулин те вĕренмелли, алла илмелли пур-ха. Уйрăмах учителĕн хăйĕн сăваплă ятне тỹрре кăлармалла. Педагог кашни урока ячĕшĕн мар, таса чунпа, çỹллĕ те пахалăхлă шайра ирттертĕр, ĕçре çĕнĕ меслетсемпе, программăсемпе усă куртăр. Вĕренỹ тытăмне реформăланин кăтартăвĕсенчен пĕри вăл - çĕнĕ тапхăрти ăста педагог. Вăл вĕренекене предмет тăрăх кăна пĕлỹ ан патăр. Унра чи малтанах хăйĕн пĕлĕвне, тавракурăмне ỹстерессишĕн çунакан туйăм пултăр. "Çĕнĕ шкул" программа вăя кĕнĕренпе чылай улшăну пулчĕ пулин те, татса паман ыйтусем пур-ха. Кашни вĕрентỹ учрежденийĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, компьютер, спорт инвентарĕсемпе, вĕренỹ пособийĕсемпе тивĕçтересси - чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри. Вĕренекенсен тавракурăмне, пултарулăхне аталантарма условисем туса парасси тата ытти те. Хамăршăн, пулас ăрушăн тăрăшмалла.