Çуракине тĕплĕн хатĕрленеççĕ
Тукай ял поселенийĕнчи ял хуçалăх кооперативĕсем хĕрсе кайса çуракине тухма хатĕрленеççĕ. Машинăпа трактор паркĕсенче ял хуçалăх агрегачĕсене юсаççĕ, тракторсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма хатĕрлеççĕ. "Рассвет", "Луч", "Пайгас" кооперативсенче 375 тонна минераллă удобрени пур, çĕрулмине те суйласа калчалантарма кăлараççĕ. Çураки ĕçĕсем вăхăтра, пахалăхлă пурнăçланасса шанас килет.
"Каçал Ен"