ХИРСЕНЧЕ ĔÇСЕМ ПУÇЛАНЧĔÇ
Виçĕмкун Минатуллин фермер хуçалăхĕнче механизаторсем кĕрхи çĕртме тунă лаптăксене сỹрелеме тухнă. Вăл кун çак ĕçе 12 гектар çинче пурнăçланă. Сỹрелесси малалла пырать. "Искра" хуçалăхра вара нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ çине çăралăха ỹстерес тĕлĕшпе качака курăкĕпе сĕлĕ хутăшне акнă. "Пайгас" тата "Слава" хуçалăхсем çĕрулмине суйласа пурĕ 100 тонна ытла яровизацилеме кăларнă. Хаçат тухнă тĕле ытти хуçалăхсенче те тĕрлĕрен ĕçсем пурнăçланă. Уй вăраннă. Хресченшĕн хĕрỹ ĕçсем пуçланаççĕ.
"Каçал Ен"