ОФИС ХУПĂНМАСТЬ
"2005 çулта Çĕнĕ Мăрат участок больницин никĕсĕ çинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçрĕç. Ун çу-мĕнче кăнтăрлахи стационар çеç пулин те, чăн-чăн çăлăнăçчĕ вăл тăватă ял çыннисемшĕн. Халĕ вара кĕтмен хыпар илтĕмĕр: ăна хупасшăн-мĕн. Куншăн эпир, таврара пурăнакансем, питĕ пăшăрханса ỹкрĕмĕр. Район администрацийĕ кăнтăрлахи стациоанара сыхласа хăварасса шанас килет. Хаçатран пулăшу ыйтатпăр", - Çĕнĕ Мăрат, Вутлан, Тукай, Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакансем алă пуснă çакăн пек çыру илтĕмĕр. Уçăмлăх кĕртес тесе çак ыйтăва район пуçлăхне Геннадий Волкова патăмăр. - Çырура çĕкленĕ ыйту чăн мар, вăл сас-хура çеç. Çĕнĕ Мăратри çемье врачĕн офисĕ хупăнасси пирки сăмах та пулма пултараймасть. Ăна эпир медицина пулăшăвĕн пахалăхне çỹллĕрех шая çĕклес, çĕнĕ оборудованипе пуянлатас тесе уçнă. Унта койка-вырăнсен шучĕ çеç кăштах сахалланать, çавна май персоналран 4 çын чакать. Врачсем пурте юлаççĕ. Кун пекки асăннă учреждение çеç мар, Шурутри, Аслă Çĕрпỹелĕнчи офиссене те пырса тивет. 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта талăкĕпе ĕçлекен (круглосуточные) 180 койка-вырăн пулнă пулсан, халь, ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă политика министерствин хушă-вĕпе, вĕсен шучĕ 125 юлнă. Çитес вăхăтрах Урмаелĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлмалла. Çывăх çулсенче Комсомольски ялĕнче, центрта, тепĕр офис хута яма палăртатпăр. Вăл физкультурăпа сиплев комплексĕ çумĕнче пулĕ", - хуравларĕ Геннадий Федорович. Апла пулсан, ял çыннисен пăшăрханма сăлтав çук.