Комсомольский муниципальный округ

СЦЕНА ÇИНЧЕ МАТТУР, ВĔРЕНỸРЕ ПУЛТАРУЛЛĂ

"Дюймовочка" юмахăн тĕп сăнарне пĕлмен çын та çук пулĕ. ...Пурăннă тет пĕр хĕрарăм. Ачисем пулман унăн. Пĕррехинче юмăç карчăкĕ патне каять, ăна пĕрчĕ парать. Хĕрарăм вăрра чечек савăтне лартса ỹстерет. Çеçке ăшĕнче хĕрачана тупать. Вăл пĕчĕкçĕ пулнă. Çавăнпах ăна "Дюймовочка" тесе чĕнет. Илемлĕ те пултаруллă "Дюймовочкăсем" пирĕн хушăра та пур, паллах. Юра-ташша ăста, пултаруллă, маттур чиперккесене тупса палăртас тĕлĕшпе районта "Мисс Дюймовочка-2007" смотр-конкурс йĕркелерĕç. Тĕрлĕ ялти 13 хĕрпĕрчи конкурса хутшăнчĕ. Илемлĕ тумланнă, çỹçĕсене тирпейлĕ пуçтарнă хĕрсем чуна илĕртеççĕ. Ял поселенийĕсенчи 6-9 çулти хĕрсем конкурса хутшăнчĕç. Вĕсем: Энже Феткуллина, 9 çулта (Кайнлăк), Энже Мифтахутдинова, 9 çулта (Урмаел), Ксения Буланкова, 8 çулта (Александровка), Аида Розова, 8 çулта (Хирти Выçли), Ольга Зверева, 7 çулта (Вутлан), Ирина Тимофеева, 9 çулта, (Дубовка), Настя Никифорова, 8 çулта (Асанкасси), Ирина Макарова 7 çулта (Аслă Чурачăк), Кристина Вишнева, 8 çулта (Хирти Сĕнтĕр), Елизавета Иванова, 8 çулта (Йỹç Шăхаль), Ирина Медведева, 8 çулта (Кĕçĕн Çĕрпỹел), Ирина Яковлева, 9 çулта (Асанкасси), Софья Никонова, 7 çулта (Хырхĕрри). Çамрăксен пултарулăхне "Комсомольское" кану центрĕн методисчĕ В.Н.Курицына, район администрацийĕн информаци секторĕн тĕп специалисчĕ Н.Розова, искусство шкулĕн преподавателĕ Т.Иванова жюри членĕсем хак пачĕç. Чи малтанах хĕр пĕрчисем "Визитка" конкурсра тупăшрĕç. Хăйсемпе юрласа, сăвăласа паллаштарчĕç. "Коммуникативность" конкурсра та ачасем пултаруллă пулчĕç. Ыйтусем çине хуравласа балсем пуçтарчĕç. "Юрă" композицинче пĕчĕк юрăçсем илемлĕ сассипе сцена çинче хăйсене чăн-чăн артист пекех тытрĕç. "Манăн хобби", "Ташă", "Мода кăтартни" конкурссенче тупăшса, хĕрпĕрчисем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Кашниех хăйне евĕр илемлĕ, маттур, ăслă, пултаруллă. Çавна май пурте титул илме тивĕçлĕ пулчĕç. Юлашкинчен жюри членĕсем конкурса пĕтĕмлетсе "Мисс очарование" Энже Мифтахутдинова, "Мисс рукодельница" - Ольга Зверева, "Мисс надежда" - Ирина Тимофеева, "Мисс Забота" - Настя Никифорова, "Мисс талант" - Ирина Макарова, "Мисс привлекательность" - Кристина Вишнева, "Мисс серъезность"- Ирина Медведева, "Мисс трудолюбие" - Ирина Яковлева, "Мисс стремление к победе" - Софья Никонова, "Мисс чувашская красавица" - Елизавета Иванова тесе палăртрĕç. Ксения Буланковăпа Эндже Феткуллина вице-мисс пулчĕç. "Мисс Дюймовочка-2007" ята Хирти Выçли хĕрĕ Аида Розова тивĕçрĕ. Вăл пуринчен те маттурри тесе палăртрĕç. Конкурса хутшăнакансене парнесем, грамотăсем парса чысларĕç.



"Каçал Ен"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться