Комсомольский муниципальный округ

СИПЛĔ ÇУЛĂМ - КОМСОМОЛЬСКИНЧЕ

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ II Алексий пилленипе апрелĕн 7-мĕшĕнче Александр Дмитровский (Агриков) епископ, Андрей Первозванный апостолăн Çветтуй фончĕпе Раççей наци мухтавĕн центрĕн делегацийĕ Çветтуй Иерусалим хулинчен Мускава сиплĕ çулăм илсе килнĕ. Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ыйтнипе сиплĕ çулăма апрелĕн 7-мĕшпе 8-мĕш каçĕнче Шупашкарти Пукрав-Татиана соборне илсе çитернĕ. Варнава митрополит Шупашкар-Чăваш епархийĕн пур прихутне те сиплĕ çулăма хăйсен храмĕсене илсе кайма пилленĕ. Аслă Мăнкун кунхине, ирхине 3 сехетсенче, ырă çулăма Комсомоль-скинчи "Воздвижение господня" чиркĕвне илсе çитернĕ. Ăна Алексий атте, район пуçлăхĕ Геннадий Волков, прихожансем пысăк савăнăçпа кĕтсе илнĕ. Нумайăшĕ çулăма килĕсене те илсе кайнă.



"Каçал Ен"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться