Тавралăх илемлентĕр
Юлашки кунсенче хĕртсе пăхакан хĕвел юр айĕнчи çỹп-çапа кăларчĕ. Тăван тавралăха çапла варалани пире пачах та илем кỹмест, паллах. Çавна май йĕри-тавралăха илем кĕртес, çỹп-çапа пуçтарас тĕлĕшпе Нĕркеç ялĕнче те субботник йĕркелерĕç. Ял çыннисем, магазинти сутуçăсем урамри çỹп-çапа тасатрĕç. Çурт-йĕр умне тирпейлерĕç. Асфальтлă çула, автобус чарăнакан вырăна шăпăрсемпе шăлса тасатрĕç. Ачасем те субботникра маттур пулчĕç. Ĕçсĕр тăракан пулмарĕ. Тасалăх хамăршăн-çке.
"Каçал Ен"