Çĕнтерỹ кунĕ çывхарать
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе кăçал 62 çул çитет. Эпир вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçне хунисене, тăван ене тĕрĕс-тĕкел таврăннисене асра тытатпăр. Паянхи куна районта 102 ветеран пурăнать. Вĕсемшĕн Аслă Çĕнтерỹ кунĕ - пысăк уяв, çавăнпа пĕрлех асаилỹ, куççуль... Районта ветерансене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал, ЧР Министрсен Кабинечĕ, 2007 çулхи мартăн 21-мĕшĕнчи 79-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, çĕнтерỹ пулнăранпа 62 çул çитнине халалласа ветерансене, салтак арăмĕсене социаллă хỹтлĕх пайĕ апат-çимĕç наборĕ пама палăртать. Çавăн пекех вăрçă ветеранĕсемпе участниксен ячĕпе салам сăмахĕсем пулĕç.
"Каçал Ен"