Комсомольский муниципальный округ

МУЗЕЯ ÇИТСЕ КУРĂР

Апрелĕн 12-мĕшĕнче районти "Çĕр тата çынсем" музейра "Служить Творцу его призванье" куçса çỹрекен курав уçăлчĕ. Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна халалланă. Курава савăнăçлă лару-тăрура район администраци пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Б.М.Каринкин, культура пайĕн пуçлăхĕ В.С.Васильев, Шурут салинчи хĕрарăмсен Иверский мăнастирĕн настоятелĕ Епистимия монахиня, Патăрьел районĕнчи Тăрăн чиркĕвĕн протоирейĕ Николайпа унти тĕн шкулĕн преподавателĕ Лаврентий инок хутшăнчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсем, библиотека ĕçченĕсем куравпа туллин паллашрĕç. Кунта Варнава Владыка пурнăçне, паллă саманчĕсене ỹкернĕ сăнỹкерчĕксем пур. Епистимия монахиня Варнава пирки нумай ырă сăмах каларĕ, вăл чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк ĕç тунине палăртса хăварчĕ. "Турра ĕненни пурăнма вăй-хал парать. Мăнкун эрнинче ĕмĕтленни пурнăçа кĕрет",- терĕ Епистимия монахиня. Николай протоиерей пуçтарăннисене, ачасене Мăнкун ячĕ-пе саламларĕ. Çакăн йышши курав уçăлнишĕн савăннине пĕлтерчĕ. Унпа ачасене паллаштармаллине каларĕ. 



"Каçал Ен"
14 апреля 2007
00:00
Поделиться