Республика конкурсĕнче палăрнă
Тăван тавралăх культурипе историне упраса хăварас, ăна тĕпчес тĕлĕшпе Шупашкар хулинчи Туризмпа экскурсин "Эткер" ача-пăча çур-тĕнче "Ростки возрождения" ятпа конкурс йĕркеленĕ. Ăна ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствипе "Эткер" ирттернĕ. Конкурса чăваш халăх поэчĕ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Анлă мероприятие Хирти Явăш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Е.Яковлева, Н.Иванова, И.Корнилова, О.Апполонова, О.Васильева, О.Гаврилова, Л.Васильева хутшăннă. "Поэт в сердцах детей живет..." визитка-представлени, "История моего Отечества", "Культура родного края", "Родная природа" викторинăсене хутшăннă. Команда пĕтĕмĕшле 3-мĕш вырăна тухнă. Çĕнтерỹçĕсене свидетельствăпа дипломсем парса чысланă.