Сертификатлă пулĕç
2007 çулхи пĕрремĕш кварталта районта 73 ача çуралнă. Вĕсенчен 36-шĕ - амăшĕн капиталне илме тивĕçлисем. 23-шĕ - çемьери иккĕмĕш ачасем, 11-шĕ - виççĕмĕшсем, 2-шĕнче - тăватă е ытларах ача. 63 мăшăр çемье çавăрнă. 20 çемье арканнă. Çавăн пекех ЗАГС уйрăмĕ 1 ача усрава илнине, 4 ашшĕне çирĕплетнине регистрациленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 103 çын вилнĕ.
"Каçал Ен"