Çурхи ыркăмăллăх эрни
Апрель уйăхĕн 23-30-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче "Ырă ĕçсемпе - çĕршыв культури патне" девизпа Пĕтĕм Раççейри IV "Çурхи ыркăмăллăх эрни" ирĕклĕ акци йĕркелеççĕ. Акцие влаç органĕсем, предприятисем, организацисем, вĕренỹ, культура, сывлăх, физкультурăпа спорт, социаллă хỹтлĕх учрежденийĕсем, уйрăм çынсем хутшăнма пултараççĕ. Тĕллев: сывă пурнăç йĕркин культурине пропагандăласси; ачасене, ветерансемпе инвалидсене, ватăсене социаллă пулăшу кỹни; халăха культурăна явăçтарма пултарни, йĕркене пăсакансемпе профилактика ĕçĕсем ирттерни; çитĕнекен ăрăва тăван тавралăха упрама, ăна сума сума вĕрентесси. Экологи проблемисене шута илесси; пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртесси; ыркăмăллă пулмалла, ыттисене ĕçе явăçтармалла. Пурне те акцие хастар хутшăнма чĕнсе калас килет. Ырă ĕçсем тума васкăр.