Комсомольский муниципальный округ

ЦЕНТРĂН ĔÇĔ ТĔРЛĔ ЕНЛĔ

"Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" патшалăх унитарлă учрежденийĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Ăна туса хунăранпа кăçал 16 çул çитет. Кунта вăй хуракансен ĕçĕ çăмăлах мар. Ĕç шыракансем пирĕн пата пулăшу ыйтса чылайăн килеççĕ. Пурне те учета тăратмалла, ĕç тупма пулăшмалла, е хăшне-пĕрне вĕренме ямалла. Çавăн пекех уйăхсерен пособине те вăхăтра тỹлемелле. Паянхи куна 367 çын ĕç шыраса пынă, вĕсенчен 198-шĕ - хĕрарăмсем. 278-шне ĕç вырăнĕ тупса панă. Тин çеç вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксем, инвалидсем, пенсине каймалли çынсем ĕçлес тĕллевлĕ. Кашнинпех уйрăмшарăн калаçса, ĕç тупса памалла. Вĕсенчен чылайăшĕ тата ĕç опычĕсĕр. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 209 çын учетра тăрать, вĕсене пурне те уйăхсерен пособипе тивĕçтеретпĕр. Центр сĕннипе 27-шне вĕренме янă. Кăмăл пулсан тĕрлĕ профессине алла илме пулать. Вĕренсе тухсан ĕç вырăнĕ тупма та çăмăлрах пулĕ. Уйрăмах ял хуçалăхĕнче, вăрман ĕçĕнче, строительствăра, автотранспорт юсавĕнче, суту-илỹ системинче, финанс ĕçĕнче, производствăра ĕçлекенсем кирлĕ. Ĕç паракансемпе те тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Çынсене ĕç тупса парасси - пирĕн тивĕç.



"Каçал Ен"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться