Комсомольский муниципальный округ

ÇЫРАВРА МАТТУР ĔÇЛЕНĔ

2006 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртрĕ. Вăл ял хуçалăхĕпе çыхăннă çынсене пурне те пырса тиврĕ. Çыравçăсем чи малтанах çĕрсен лап- тăкĕсене, выльăх-чĕрлĕх йышне шута илнĕ. Пирĕн район та çак ĕçе хастар хутшăнса ĕçе вăхăтра пурнăçларĕ. Çавна май апрелĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хутшăннисене пуçтарса, вĕсен ĕçне пысăк хак пачĕç. Пухăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков саламларĕ. Шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕ. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хастар хутшăннăшăн паракан удостоверенине чи малтан район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, тĕп агрономĕ И.Х.Минетуллин тивĕçрĕç. Ял поселенийĕсенче тăрăшса ĕçленĕ переписчиксем те наградăллă пулчĕç



"Каçал Ен"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться