ĔÇ ВĂХĂТĔНЧЕ ИНКЕК АН ПУЛТĂР
Иртнĕ эрнере çунă çумăрсем уй-хирте пуçланă ĕçсене чарса тăчĕç. Анчах та механизаторсем алă усса ларман. Кĕске вăхăтрах "Заря", "Рассвет", "Асаново", "Восток", "Урожай", "Победа", "Красный маяк" тата хăшпĕр ял хуçалăх предприяти-йĕсенче техника тĕрĕслевĕсем иртнĕ. Яланхи пекех, "Заря", "Рассвет", "Асаново" хуçалăхсем техосмотра лайăх хатĕрленнĕ. Унта техника ĕмĕрне вăрăмлатас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. "Восток" хуçалăхра та ку енĕпе тимлеççĕ. Чылай çĕрте механизатор кадрĕсем çит-меççĕ. Çапах та, пĕр ĕç пуçлансан, ку ыйтăва татса пама тиветех. Трактористсăр техника ĕçлеймест. "Урожай" колхоз тата "Восток" ял хуçалăх кооперативĕ - районти хуçалăхсенчен техника енчен чи пуяннисем. Тракторсем çителĕклĕ. Тĕрĕслеве япăх мар хатĕрлесе çитернĕ. Темиçе хутчен палăртсан та, механизаторсенчен хăйсенчен çеç килекен кăлтăксем тупăнаççĕ. Фарăсем çунмаççĕ, хыçалтине кăтартакан тĕкĕрсем çук, блокировка ĕçлемест... Механизаторсем кивĕ удостоверенисемпех. Вĕсене улăштармалла. Тĕрĕслев хыççăнхи канашлусенче ĕç сыхлавĕ пирки калаçусем пулнă. Техникăпа ĕçленĕ чухне республикăра та, хамăр районта та инкексем тухнă тĕслĕхсем пулнă. Çураки вăхă-тĕнче сеяльщиксемпе пулăшакан ытти çынсемпе ĕçлеме тивет. Çавăнпа та хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Тракторсен сигналĕсем лайăх ĕçлемелле. Халиччен нимĕнле кăлтăк та пулман тесе лăпланмалла мар. Темĕнле опытлă механизаторпа та асăрханусăр пулсан инкек сиксе тухма пултарать. Канашлусенче патшалăх техника надзорĕн районти начальникĕ С.Н.Кокорев, район администрацийĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Н.В.Прокопьев çак ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.