ЧĂВАШ ЕНĔН 2020 ÇУЛЧЧЕНХИ АТАЛАНУ ÇУЛ-ЙĔРНЕ СỸТСЕ ЯВРĔÇ
Чăваш ен çыннисем хальхи вăхăтра "Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн стратегийĕ" саккунăн проектне сỹтсе яваççĕ. Пирĕн районта та асăннă саккунпа тимлĕн паллашрĕç. Апрелĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕн кун йĕркинче вара вăл тĕп ыйту пулчĕ. Ларăва Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ Петр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн общественноçпа ĕçлекен пайĕн начальникĕ Иван Матвеев, предприятисемпе организацисен руководителĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Район пуçлăхĕ Геннадий Волков "Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн стратегийĕ" саккуна пурнăçласа пирĕн районта мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине палăртрĕ. Çак питех те кирлĕ саккуна республикăра пурăнакансен пурнăç шайне тата пахалăхне ỹстерес тесе йышăннă. Республика аталанăвĕн тĕп приоритечĕ пурнăç шайне Европăри социаллă стандартсем патне çывхартасси пулса тăрать. Çакă пулмасла япала пек туйăнать, çапах малтанхи опыт, харпăр ресурссем тата интеллектуаллă пуянлăх палăртнине пурнăçлама май параççĕ. Акă, районта "Агрокабель", Тăманлă Выçлири тата Кĕçĕн Çĕрпỹелĕн-чи кирпĕч завочĕсем продукци туса кăларассине малтанхи çулсенчен палăрмаллах ỹстернĕ. Ял хуçалăхĕнче те ỹсĕмсем пур. Проекта сỹтсе явса район больницин тĕп врачĕ Маргарита Федорова, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорĕ Людмила Макарова, "Рассвет" ЯХПК председателĕ Михаил Афанасьев, "Слава картофелю" агрофирма директорĕ Хасиятулла Идиатуллин, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Комсомольски райпо ертỹçи Евгений Карпеев, Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕн директорĕ Владимир Перьев тата ыттисем хутшăнчĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç, сĕнỹсем пачĕç. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ Петр Краснов та сăмах илчĕ. Петр Степанович районта пурăнакансем умне Чăваш ен аталанăвĕн Стратегийĕ лартакан задачĕсем çинче, ял валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Акă, районти библиотекарьсен пысăк пайĕ аслă пĕлỹсĕр. Ялсенчи культура учрежденийĕсене газификацилессипе те район кăтартăвĕ республикăра чи пĕчĕккисенчен пĕри. Министр библиотекăсем, культура çурчĕсем валли хаçат-журнал сахал çырăннине палăртрĕ. Депутатсем "Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн стратегийĕ" саккунăн проектне ырласа йышăнчĕç, ăна предприятисемпе организацисенче анлăн сỹтсе явмаллине çирĕплетрĕç. Ларура çавăн пекех Комсомольски районĕнчи муниципаллă харпăрлăха приватизацилемелли тата ăна тытса тăмалли йĕркесене улшăнусем кĕртме йышăнчĕç. Çавăн пекех çамрăксен палатине йĕркелерĕç, унăн йышне çирĕплетрĕç, ытти вак ыйтусене те пăхса тухрĕç. Чĕчкен ял поселенийĕн ертỹçи Ю.Лукиянов 2006 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Чи лайăх поселени пуçлăхĕ" ята тивĕçнĕ. Район пуçлăхĕ Г.Волков ăна кубок пачĕ.