Мăнкун - пысăк уяв
Апрелĕн 19-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Мăнкун праçникĕ ячĕпе "Пасха светлое Христово воскресенье" ятпа анлă мероприяти иртрĕ. Районти пур шкулти ачасем кунта йышлăн пухăнчĕç. Залра ларакансене чи малтан Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ Виталий атте Мăнкунпа саламларĕ. Вăл чи пысăк, çутă уявсенчен пĕри пулнине каларĕ. Уява Хĕрлĕ Чутай салинчен килсе çитнĕ хăнасем, "Святая Русь" ансамбль, тропарь юрларĕ. Çавăн пекех унти гимнази çу-мĕнчи тĕн шкулĕнче вĕренекенсем "Ману- отважное сердце" спектакль-представлени лартса пачĕç. Ачасене яланах маттур, пултаруллă, ăслă пулмаллине лайăх кăтартрĕç. Спектакль пурин кăмăлне те кайрĕ, вĕсене тăвăллăн алă çупрĕç. Çавăн пекех Тутарстан Республикинчи Кайпăç районĕнчи Турминское салинчи тĕн шкулĕн вĕренекенĕсем те чылай юрă шăрантарчĕç. Хамăр районти Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 4-мĕш "а" класра вĕренекенсем те сцена çине тухрĕç. Мăнкун юррине юрларĕç. Уява хастар хутшăннисене, тĕрлĕ ỹкерчĕк, ал ĕç ăсталакансене те чысларĕç. Виталий атте хăнасене парне парса тав сăмахĕ каларĕ. Районти шкулсенче вĕренекенсем Е.Смирнова (Хирти Ĕнел), Л.Галкина (Комсомольски 1-мĕш), Д.Кокшин (Хырай Ĕнел), К.Долгов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), И.Степанов (Комсомольски 1-мĕш), М.Трофимова (Хырай Ĕнел), К.Краснова (Нĕркеç), М.Петрова (Нĕркеç), И.Зверева (Тăманлă Выçли), А.Зайцева (Хырай Ĕнел), Н.Паширова (Хырхĕрри), К.Комиссарова (Хирти Явăш), Е.Коновалова (Хырхĕрри), Л.Прокопьева (Тăманлă Выçли) Хисеп грамотисемпе парнесене илме тивĕçлĕ пулчĕç. Хирти Явăш вăтам шкулĕнчи "Мерчен" кружока çỹрекенсен (ертỹçи В.Г.Зайцева), Нĕркеç вăтам шкулĕнчи "Тăван тавралăх" кружокĕ (ертỹçи С.П.Максимова) тав сăмахне тивĕçрĕç. Вĕсем Мăнкун ячĕпе тĕлĕнмелле хитре ал ĕçĕсем хатĕрлесе килнĕ. Мăнкуна уявлани ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ.