Комсомольский муниципальный округ

Малашнехи тĕллевсем - тĕлпулусен тĕп темисем

Апрелĕн 18-мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Халăхпа тĕл пулнă май тĕп хуларан килнĕ представительсем Н.В.Федоровăн Паташлăх Канашне янă "Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле" çырăвне, Чăваш Республикин "2020 çулчченхи социаллă-экономикăлла аталану стратегийĕ çинчен" саккун проектне сỹтсе явнă. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ Петр Краснов ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Комсомольски, Тукай, Хирти Сĕнтĕр, Урмаел, Кайнлăк ял поселенийĕсенче пулнă. Унти лару-тăрупа паллашнă, вырăнти самоуправлени органĕсен тĕллевĕсем пирки сăмах пынă. Экологи субботникĕсем ирттерес, çуркунне йывăç кунне йĕркелес, ялсене, масарсене тирпей-илем кỹрес ыйтусем çинче те чарăнса тăнă. ЧР юстици министрĕн çумĕ Михаил Кузьмин Комсомольски ял поселенийĕн депутачĕсен пухăвĕн ларăвне хутшăннă. Депутатсем Чăваш Республикин "2020 çулччен социаллă-экономикăлла аталанăвĕн стратегийĕ çинчен" закон проектне анлăн сỹтсе явнă. Михаил Александрович депутатсене Чăваш Енĕн малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарнă, патшалăх влаçĕн органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн приоритетлă çул-йĕрĕ пирки каласа панă. 2020 çулччен палăртнă механизм çинче чарăнса тăнă. "Хыпар" издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев Канашри почтамтăн Комсомольскинчи тата Анат Тимĕрчкассинчи филиалĕсенче пулса çырăнтару кампанийĕ мĕнле пынипе интересленнĕ. Информаци ушкăнĕ Александровка ял поселенийĕн депутачĕсен пухăвĕн ĕçне те хутшăннă. Тĕлпулусенче район çыннисен нумай ыйтăвĕсене хуравланă.



"Каçал Ен"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться