КĂÇАЛХИПЕ 20-МĔШ ХУТ ИРТНĔ
"Урмай моны" фестивалĕн кăçал юбилей. Ăна ирттерме пуçланăранпа 20 çул çитрĕ. Çак фестиваль Урмаел культура çуртĕнче уçăлнă. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕ П.Краснов, район пуçлăхĕ Г.Волков, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.Зинетуллин тата ыттисем те фестивале килсе çитнĕ хăнасене ăнăçу суннă. Енчен те малтанхи çулсенче фестивале районти, республикăри тутар юрăçисем çеç хутшăннă пулсан, юлашки çулсенче вара хамăр çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен те артистсем унта хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Акă, Мускаври "Айкай" ансамбле куракансем хапăлласа йышăннă. Чулхулари Д.Галимова (2004 çулта гран-при çĕнсе илнĕ) хăйĕн янравлă сассипе тыткăнланă. Сцена çине тухнă пур юрăç пирки те каласа пама çук, паллах. Фестиваль Канашра малалла тăсăлнă.