РЕСПУБЛИКĂРИ КОНКУРСА КАЯÇÇĔ
2007 çулта та ĕç династийĕсен кунне май уйăхĕн 1-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче ирттерме палăртнă. Район чысне энергетиксен çемйи, Козловсем, хỹтĕлеççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 275 çул. Козловсен çемйинче 13 энергетик. Вĕсенчен иккĕшĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕсем: пĕри "РФ энергетика министерствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", тепри "Пĕтĕм халăхсен чăн экономика Академийĕн академикĕ" ыттисен ĕçне те Хисеп грамотисемпе, тав сăмахĕсемпе хакланă. Энергетиксен ĕç династийĕн членĕсем районти предприятисенче çеç мар, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Астрахань хулисенче вăй хураççĕ. Династи пуçлăхĕ - Виталий Михайлович Козлов. Вăл районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи тĕп энергетик, унăн ĕç стажĕ 22 çул. Козловсен династийĕн çыннисем маттур та пултаруллă, хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçлаççĕ. Халăхра ырă ят-сума тивĕçнĕ.