СЛОВАКСЕМ ЧĂВАШСЕМПЕ ТУСЛАШАСШĂН
"Восток" ялхуçалăх кооперативĕ - пирĕн районти ăратлă выльăхпа ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх. Тĕпрен илсен, кунта сыснасемпе, мăйракаллă шултра выльăхпа ĕçлеççĕ. Тăрăшни сая каймасть, сĕт сăвассипе, ỹт хушаслăхпа район шайĕнче вĕсен аван кăтартусем. Ăратлăх енĕпе ирттерекен республикăри конкурссенчен хырхĕррисем пĕрре мар малти вырăнсемпе таврăннă. Вĕсен выльăхĕсене таврари хуçалăхсем те хапăлласах туянаççĕ. Çапах та "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ, рынок самани тата çине тăрарах ĕçлеме хистеççĕ. Паянхи лару-тăру, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен илекен тупăш хăйсене те тивĕçтермест. Çавăнпах вĕсем тĕнчере малта пыракан опытпа паллашма, вĕренме яланах хавас. Акă, Словаки Республикинчен килнĕ Эмиль Лаукона та ферма ĕçченĕсем апрелĕн 22-мĕшĕнче хăйсем патĕнче хапăл туса кĕтсе илчĕç. Эмиль - "Инсемас" компанин генеральнăй директорĕ. Унăн пысăк хуçалăх, 1200 пуç ăратлă мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Вĕсем ĕнесене искуствăлла майпа пĕтĕлентерес, генетика материалĕ хатĕрлес ыйтусемпе ĕçлеççĕ, ытти çĕршывсене те çак материала сутаççĕ. Сутнипе çеç мар, выльăх кĕтĕвне лайăхлатас, продуктивлăха ỹстерес енĕпе консультацисем параççĕ, специалистсене вĕрентме те хирĕç мар. "Востокра" хуçалăх председателĕпе Валерий Михеевпа, район пуçлăхĕпе Геннадий Волковпа, ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Георгий Киргизовпа, "Агро-Инновации" унитарлă предприяти директорĕпе Николай Васильевпа тата ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн пулăшаканĕпе Игорь Воропаевпа шăпах çак ыйту тавра калаçу пулчĕ. Ĕне кĕтĕвĕпе, вĕсене мĕнле условисенче усранипе, рационпа та кăсăкланчĕ аякран килнĕ хăна. Эпир выльăх валли питĕ вите, тулăх апат, шыв пулсан çителĕклĕ тесе шутлатпăр. Словак вара çак выльăха витĕр пĕлет, кашни ỹсĕм тапхăрĕнче вĕсене мĕн кирлине çурçĕр варринче тăратса лартсан та каласа пама пултарать пуль. "Уçă сывлăш, типĕ урай пулмасан та ĕнесене япăх. Улăмпа çеç тăрантарни те тĕрĕс мар",- терĕ Эмиль ферма ĕçченĕсене, нумай сĕнỹ-канаш пачĕ. Тата вăл сенаж тумалли кукурузăн 5 сортне Раççейре тĕпчесе пăхас шутлă. Çывăх вăхăтрах Эмиль Лауко хăйĕн предприятийĕнче Чăваш Ентен 12 çынна кĕтсе илме, вĕрентме хатĕр. Чăваш Енпе, пирĕн районпа та ĕçлĕ, туслă çыхăну йĕркелес кăмăллă вăл. Çак ыйтăва тата пĕрлехи проектсене сỹтсе яврĕç тĕлпулура. Çак визит çывăх вăхăтрах хăйĕн çимĕçне парасса шанатпăр. Тĕлпулу вăхăтĕнче Эмиль Лауко вырăслах калаçрĕ. Хăшпĕр сăмахсене словак чĕлхипе каласан та вĕсене тăлмачăсăрах ăнланма пулать, мĕншĕн тесен славян чĕлхисем пĕр пекрех янраççĕ-çке.