Комсомольский муниципальный округ

«ПУШАР ХĂРУШĂ, АСĂРХАНĂР», – ТЕÇÇĔ МАМУТКИНСЕМ

Ача чухне Виталий Борисович Мамуткин хăйĕн пурнăçне пушар хуралĕпе çыхăнтарасси пирки шутламан та. Шкул вĕренсе пĕтерсен водитель пĕлĕвĕ илнĕ. Пĕр вăхăт Ленин ячĕллĕ колхозра вăй хунă. 1963 çулта вара çулталăк каялла çеç йĕркеленнĕ район центрĕнчи пушар чаçне ĕçе кĕнĕ. Вăл вăхăтри пушар автомашинисене паянхисемпе танлаштарма май çук.

ГАЗ-53, ПМГ-19 маркăллă техника пулнă. Унта 900 литр çеç шыв кĕнĕ. Колхозсенче вăл вăхăтра пушар машинисем пулман. Вут-кăвар сиксе тухсан кÿршĕсем те, ытларах илсен Патăрьелĕнчен, пулăшма килсе çитнĕ. «Хамăр та яланах сыхă тăнă. Таврари ялсене тухса кайнă, юнашарти районсенче те пĕрре мар пушар сÿнтернĕ тĕслĕхсем пулнă», — аса илет В.Мамуткин. 1967 çулта аслă водителе çирĕплетеççĕ. 1974 çулта вара яваплă ĕç шанса параççĕ. Пушар чаçĕн начальникĕ пулма шанаççĕ. Шăпах çак вăхăтра районти пушар чаçĕн пурлăх никĕсĕ çирĕпленет. ГАЗ-66, ЗИЛ-130, «Урал» машинăсемпе пуянланать. Штата та ÿстерме май килнĕ, 5 водитель ĕçлеме пуçланă.

1987 çулта пушар чаçĕ валли çĕнĕ çурт тăвассине вĕçленĕ. Виталий Борисович вăл вăхăтра пушар чаçĕн начальникĕнче тăрăшнă. Çак çурта тума район нумай пулăшу панă. «Эмитрон», «Комсомольский» совхоз укçа-тенкĕ чылай уйăрнă. Республикăран та пулăшу панă. Строительство ĕçне МСО ĕçченĕсем пурнăçланă. Кун пек здани таврари пушар чаçĕсен çук тесен те юрать. В.Мамуткинăн ывăлĕсем мĕн пĕчĕкренех пушар чаçĕн системинче ÿснĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Çавăнпа та вĕсем ашшĕ çулĕпех кайма шутланинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.

Вячеслав малтан Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, каярахпа пушар хуралĕн ятарлă вĕренÿ заведенине пĕтернĕ. Вăл 1997 çулта пушар чаçĕнче ĕçлеме пуçланă. Аслă ывăлĕ, Коля та, çав çулах пушар чаçне ĕçе кĕнĕ.

Икĕ пĕртăван халĕ районти пушар чаçĕнче аслă Мамуткинăн ĕçне малалла тăсаççĕ. Коллективра вĕсем ырă ят çĕнсе илнĕ, хăйсен тивĕçĕсене пахалăхлă пурнăçлаççĕ.

Виталий Борисович Мамуткин кăçал 70 çул тултарчĕ. Ĕмĕрĕпех вăл çынсене инкек-синкекрен, вут-кăвартан сыхлас енĕпе тăрăшнă. Çĕрĕпе куç хупман вăхăтсем сахал мар пулнă. Халĕ унăн династине ывăлĕсем тăсаççĕ. Вĕсен те ĕçĕ канăçсăр. Инкек вăхăта пăхса тăмасть: ирхине-и, кăнтăрла-и, сĕм çĕрле-и... пушар хăрушлăхĕ сиксе тухсан канмалли куна та, уява та пăхса тăма май çук. Кĕрекерен тухса та ура çине тăма, инкеке хирĕç кĕрешме тивет.

— Вут-çулăм хăрушă, çынсем, тархасшăн унран асăрханăр, — теççĕ Мамуткинсем.



"Каçал Ен"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться