Комсомольский муниципальный округ

ТЕЛЕВИДЕНИПЕ КĂТАРТРĔÇ

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Чăваш телевиденийĕ «Каçал» фольклор ансамблĕн концертне кăтартрĕ. Вăл паян пулнă май хăшĕ-пĕри ăна пăхнă та пулĕ. Енчен те ерçеймен пулсан, пăшăрханма кирлĕ мар. Ăна тепĕр хут пама палăртнă. Ансамбль пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пама унăн ертÿçине В.П.Павлова ыйтрăмăр.

— Владимир Павлович, «Каçал» фольклор ансамбльне пуçарса ярас шухăш мĕнле çуралчĕ?

— Чăваш халăхĕ юрă-кĕвĕрен пуян. Ăна юратакансем те чылай. Мĕншĕн-ха ламран-лама куçса пынă эткерлĕхе сцена çине кăлармалла мар; Çак шухăшпа эпĕ 2001 çулта халăх юрри-ташшине кăмăллакансене пĕр ушкăна пуçтарма тытăнтăм. Малтан ушкăна ваттисем, тивĕçлĕ канăва кайнисем çеç çÿретчĕç. Каярахпа вăтам çулхисем те пĕрлешме кăмăл турĕç. Çамрăкраххисем те айккинче юлмарĕç. Çапла вара ансамбль çуралчĕ.

Репетицисем пирĕн эрнере 2 хутчен икшер сехет пыраççĕ. Ушкăна çÿрекенсем пурте унта пĕр сиктермесĕр тенĕ пекех çÿренине палăртмалла. Çакă вĕсем чăннипех те юрра-ташша чунтан парăннине кăтартать. Манăн коллектива çÿрекенсене пĕрне ырласа, теприне хурласа калас шухăш çук. Ансамбль пулсан унăн çитĕнĕвĕ пĕр çынта çеç мар, ушкăнран килет. «Каçал» фольклор ушкăнĕ районти тĕрлĕ мероприятисене çеç мар, республикăри, регионсем хушшинчи фестивальсене те хутшăнать. Сăмахран, «Чăваш саркайăкĕ», «Раççей сăри-2002», «Чăваш ахах-мерченĕ», «Огонек», «Раççей çăлкуçĕсем», «Поволжская глубинка» тата ытти нумай-нумай фестиваль те хамăр пултарулăха кăтартрăмăр.

— Сирĕн ансамбльшĕн 2006 çул мĕнпе асра юлчĕ-ши?

— Иртнĕ çул пирĕншĕн уйрăмах ăнăçлă пулчĕ тесен те тĕрĕс. Эпир пĕлтĕр халăх ансамблĕ ята чыслăн хÿтĕ-лерĕмĕр. Вăл анчах та мар, Чăваш Республикин кунне халалланă мероприятисене хутшăнтăмăр. Çавăн пекех Ульяновск облаçĕнчи наци культурисен регионсем хушшинчи «Поволжская глубинка» IХ фестивальне кайса килтĕмĕр. Унта пирĕн пултарулăха лайăх хак пачĕç. 2 дипломпа таврăнтăмăр. 2006 çулта 24 хутчен пысăк мероприятисенче сцена çине тухрăмăр. Районти пĕр уяв та эпир хутшăнмасăр пулман тесен те юрать. Ялти культура çурчĕсенче те тăтăшах пулатпăр. Халăх йăли-йĕркине, юрри-ташшине кăтартнине куракансем уйрăмах хапăлласа йышăнаççĕ. Çакă пире савăнтарать.

— Ансамбль тетпĕр те-ха. Тумтир тата ытти енĕпе пулăшăва туятăр-и?

— Паллах. Район администрацийĕ те, культура пайĕ те, культурăпа кану центрĕ те пире яланах пулăшса пыраççĕ. Унсăр пуçне, спонсорсем те айккинче юлмаççĕ. Акă, «Слава картофелю» агрофирма арçынсем валли кĕпе çĕлеме 3 пин тенкĕ ук-çан парса пулăшрĕ. Шупашкарти «Уяв» фольклор ансамблĕн руководителĕ, пирĕн ентеш З.А. Козлова 8 хушпу парнелерĕ. Ун пеккисене татах та асăнма пулать. Эпир профессионаллă коллектив мар. Çавăнпа та йывăрлăхĕсем те тăтăшах тĕл пулаççĕ. Çапах та ансамбле çÿрекенсем пуç усманни пире савăнтарать. Пулăшу парас текенсем малашне те пуласса шанас килет.

— Владимир Павлович, эсир иртнĕ çул районти культурăпа кану центрĕнче илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлерĕр...

— Çапла. Эпир чи малтанах район центрĕнче пурăнакансен канăвне интереслĕрех, пушă вăхăтне усăллăрах ирттерес тесе чылай тăрăшрăмăр. Акă, 2005 çулта культурăпа кану центрĕнче (культура çурчĕ çумĕнче ĕнтĕ) 21 кружок ĕçленĕ пулсан, вĕсен шутне пĕлтĕр 25-е çитертĕмĕр. Унта 514 çын çÿренĕ (виçĕмçул 390 пулнă). Ку цифрăсем анчах-ха. Унта çынсен хавхаланăвĕ, пултарулăхĕ, илемлĕх патне туртăнни пытаннă. Вĕсене никам та ирĕксĕрлесе кружока илсе килмен, хăйсен интересĕпе çÿреççĕ.

— Хăшĕ-пĕри, тен, районти культурăпа кану центрĕнче мĕнле кружоксем пулнине те пĕлмеççĕ пулĕ? Асăнса тухар-ха.

— Каларăм ĕнтĕ, кружокĕсем нумай. Эпĕ уйрăмах ăнăçлă ĕçлекеннисене çеç палăртасшăн: «Ансамбль духовного пения», «Кружок эстрадного пения», «Агитбригада», «Кубняночка» ансамбль, «Клуб выходного дня», «Кружок эстрадного танца», «Кружок народного танца», «Каçал» фольклор ушкăнĕ. Вĕсене ачасем те, çамрăксем те, аслисемпе ватăсем те çÿреççĕ.

— «Каçал» фольклор ансамблĕн репертуарне мĕнле йĕркелетĕр?

— Тĕпрен илсен, эпир хамăр тăрăхри халăх юрри-ташшине çеç сцена çине кăларма тăрăшатпăр. Çавăнпа та эпĕ ялсем тăрăх çÿресе ватăсенчен вăл е ку ялти юрăсене çырса илетĕп. Хальлĕхе Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш, Янкасси, Асанкасси, Аслă Çĕрпÿел, Аслă Чурачăк тăрăхĕсенче пулса унти ватăсемпе калаçрăм, юрăсем пуçтартăм. Хамăр тăрăхри кĕвĕ-çемĕ куракансемшĕн çывăхрах.

— Владимир Павлович, Сире 2006 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе «Районти культура ĕçченĕсенчен професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи» ят пачĕç. Ку, паллах, хавхаланăвăра ÿстерет пулĕ?

— Капла та тăрăшатăп-ха. Анчах çакăн пек хисеп туни манăн яваплăха татах та ÿстерет. Апла пулсан, малашне ĕнерхи пек çеç мар, ĕçе татах та çÿллĕ шая хăпартса пымалла. Паллах, çак çитĕнÿсене тума пĕччен май та çук. Эпĕ район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕн В.С.Васильевăн, культурăпа кану центрĕн директорĕн Г.Г.Бормотинан пулăшăвĕсене туятăп. Вĕсем чăннипех те пире ăнланса, ертсе пынипе анчах çакăн пек çитĕнÿсем турăмăр.

— Малашнехи тĕллевсем мĕнле?

— Коллектив пирĕн туслă. Юрлас-ташлас, çĕнĕ программăсем хатĕрлес кăмăллă. Апла пулсан район çыннисене татах та хаваслă юрă-ташăсем парнелес, халăх йăли-йĕркине сцена çинче ÿкерсе кăтартас кăмăлпа пурăнатпăр.



"Каçал Ен"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться