ЯЛАНАХ СЫХĂ
1918 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче «Вут-çулăмпа патшалăх енчен тивĕçлипе кĕрешессине йĕркелесси çинчен» Декрет йышăннă.
1931 çулта Чăваш АССРĕнче Коммуналлă хуçалăх комиссариачĕ çумĕнче Пушар хуралĕн управленине туса хунă.
Комсомольски пушар хуралне 1962 çулта йĕркеленĕ. Унтанпа 45 çул çитрĕ. Пушар хуралĕн пĕрремĕш начальникĕнче Иван Евграфович Евграфов тăрăшнă. Ун хыççăн Анатолий Степанович Митюков 1967 çултан пуçласа 1973 çулччен вăй хунă.
Пĕр вăхăт пушар чаçĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕнче (1974—1975) Виталий Борисович Мамуткин, каярахпа вăлах 1991 çулччен начальникра тăрăшнă. 1992 çулта Владимир Васильевич Павлов ĕçлеме пуçланă. 1999 çултанпа коллектива эпĕ ертсе пыратăп.
Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн пушара хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен ЧР патшалăх учрежденийĕн районти уйрăмĕнче 24 çын тăрăшать. Юрий Иванов, Алексей Шемекеев, Николай Лупов, Анатолий Тихонов водительсем нумай çул пушар хуралĕнче. Вĕсен талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пушара тухса кайма тивет. Хăйсен ĕçне пĕлсе тăваççĕ. Начальник çумĕ Андрей Жуков та, пушар чаçĕн инженерĕ Андрей Жирнов та вут-çулăма хирĕç кĕрешес ĕçре тăрăшаççĕ.
Пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен уйрăмра 2 çын тимлет. В.Б.Тихоновпа В.В.Мамуткин тăрăшаççĕ.
Пирĕн 4 автомашина. Вĕсем çул çине тухма яланах хатĕр. Андрей Жирнов инженер техника яланах юсавлă пултăр тесе вăй хурать.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче те пушар машинисем пур. Вĕсене тытса тăма тăкаклă. Анчах та пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тĕрлĕ майсем тупса (халăхпа килĕшÿ туса тата ытти те) пушар сÿнтермелли автомашинăсене сыхласа хăварнă. Вырăнтах транспорт пулни вут-çулăм сарăласран сыхланма май парать. Хĕллехи кунсенче урамсене уçманни пысăк проблема. Пĕр-пĕр пĕ- чĕк урамра пушар сиксе тухсан унта сÿнтерекен техника кĕреймесен те пултарать. Çавăнпа та ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ку енĕпе халăхпа ĕçлемелле.
Районти пушар хуралĕн ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламлатпăр. Пурнăçра ăнăçу, çирĕп сывлăх, вăй-хал сунатпăр.