Комсомольский муниципальный округ

Ăста çыравçăсене палăртнă

Республикăри Интернет пулăшăвĕпе ирттернĕ çамрăк авторсен чăвашла çырнă произведенийĕсен "Янра, тăван чăваш чĕлхи" ярмăркки вĕçленнĕ. Унта "Проза" тата "Поэзи" номинацисем пулнă. Педагогсем те, студентсем те, вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем те хутшăннă. "Проза" номинацире педагогсем хушшинче районти "Диагностикăпа консультаци центрĕ" МОУ психологĕ Валерий Иванович Кириллов пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Жюри Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчи 10-мĕш класс вĕренекен Сергей Бобровăн хайлавне те пысăк хак панă. Вăл 9-11-мĕш классем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Ярмăрккăна пурĕ 161 çыравçă хутшăннă. Вĕсен произведенийĕсене 3876 вулавçă хак панă. Пирĕн районта ăста çыравçăсем пурри савăнтарать.



"Каçал Ен"
08 мая 2007
00:00
Поделиться