Комсомольский муниципальный округ

ÇĔНТЕРỸ КУНĔ КАШНИНШĔН ХАКЛĂ

Иртнĕ кунсенче Тăван çĕр-шывăмăр Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерỹ тунăранпа 62 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Уяв мероприятийĕсем пирĕн районта та пулчĕç. Майăн 8-мĕшĕнче кашни ял поселени-йĕнчех савăнăçлă митингсем иртрĕç. Вĕсенче вăрçă участни-кĕсемпе ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене чысларĕç. Майăн 8-мĕшĕнче поселенисем хушшинчи "Комсомоль-ское" канупа культура центрĕнче Çĕнтерỹ кунне халалласа каçхине уяв концерчĕ пулчĕ. Ăна Комсомольскинчи 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем "Я люблю тебя, жизнь" постановкăпа уçрĕç. Район пуçлăхĕ Геннадий Волков хăйĕн саламлă сăмахĕнче ветерансене ырлăхпа сывлăх сунчĕ. "Сиртен кашниех - истори, пурте пĕрле эсир - легенда",- терĕ Геннадий Федорович, аслă ăрури çынсен Çĕнте-рĕве хывнă тỹпине пысăка хурса. Районти çар ĕç комиссарĕ Андрей Маурин та вăрçă участникĕсене ăнăçу, сывлăх сунчĕ. Вăрçăра пуç хунисене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ. Уяв концертĕнче "Кубняночка" ансамбль, пĕртăван Инессăпа Наташа Михайловăсем, Марина Волкова, Лариса Носова, Ольга Буслаева тата ыттисем куракансене хăйсен уçă сассисемпе савăнтарчĕç. Ачасен искусство шкулĕн воспитанникĕсем илемлĕ ташăсем парнелерĕç. Майăн 9-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре район центрĕнчи Мухтав палăкĕ умне халăх йышлă пухăнчĕ. Кунта шурă çỹçлĕ ветерансем те, шкул ачисем те, ĕç коллективĕсем те пур. Алăсенче - чĕрĕ чечексем, сывлăш шарĕсем, веноксем. Пурин те йывăр та асаплă вăрçă çулĕсене утса тухнă салтаксене пуç таяс, çапăçусенче пуçĕсене хунисене асăнас килет-çке. Кашни килтенех хутшăннă çак вăрçа, камăн - ашшĕ, теприн аслашшĕ е кукашшĕ, мăн аслашшĕ... Хĕрсем те фронта кайнă. Çак аслăран та аслă уяв çавăнпа та никамшăн та ют мар. Савăнăçлă митинга пухăннисене район пуçлăхĕ Геннадий Волков, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ Петр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, вăрçă ветеранĕ Ревокат Моисеев, Афганистан ветера-нĕсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Виктор Гаврилов саламларĕç. Çамрăк ăру ячĕпе Павел Симаков, çартан отпуска килнĕскер, тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Анна Титова калаçрĕç. Вĕсем ветерансене паянхи мирлĕ пурнăçшăн, таса тỹпешĕн тав турĕç. Петр Краснов район пуçлăхне Геннадий Волкова Çĕнтерỹ Ялавĕ парнелерĕ, вăл районти "Çĕр тата çынсем" музейра упранĕ. Ĕç коллективĕсем, шкул ачисем Мухтав палăкĕ тата Совет Союзĕн Геройĕсен бюсчĕсен умне чĕрĕ çеçкесем, чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çамрăк армеецсем стройпа юрласа иртрĕç. Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем тата районти ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. "Кĕтне" столовăйĕнче ветерансене "Салтак пăтти" кĕтрĕ. Кунта вĕсем пĕр-пĕринпе калаçма, "Каçал" халăх фольклор ушкăнĕн юрри-ташшипе паллашма пултарчĕç.



"Каçал Ен"
12 мая 2007
00:00
Поделиться