Ĕçсем малалла пыраççĕ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче 10-мĕш класра вĕренекен каччăсен сборне ирттересси çинчен постоновлени кăларнă. Ыранхи салтаксен унта парта хушшинче илнĕ пĕлĕвне практикăлла занятисенче кăтартса пама тивет. Сбор 5 кун - майăн 18-22-мĕшĕсенче Комсомольскинче иртĕ. Унта вĕренекенсемпе практикăлла занятисем йĕркелеççĕ. Постановленипе килĕшỹллĕн сбора ирттерес енĕпе яваплă çынсене те палăртнă.
"Каçал Ен"