ЯЛА ÇĔНЕТМЕ - ПАТШАЛĂХ ПУЛĂШĂВĔ
Программăпа килĕшỹллĕн 2003-2006 çулсенче республика ялĕсене социаллă аталантарма федераци бюджетĕнчен 380,073 миллион тенкĕ уйăрнă, вăл шутра яллă вырăнта пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма - 222,5 миллион, çутçанталăк газĕ кĕртме - 37 миллион, ялсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерме - 48,8 миллион, вĕрентĕве - 6 миллион, сывлăх сыхлавне - 1,8 миллион, пушар хăрушсăрлăхĕ валли 1,4 миллион тенкĕ. Çак тапхăрта ялсенче 169,2 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт тунă, ялти 2017 çемье хăйсен хваттер услови-йĕсене лайăхлатнă. Федераци бюджечĕ Чăваш Ен ялĕсене социаллă аталантарма 2003 çулта чи нумай укçа уйăрнă - 128 миллион тенкĕ, 2004 çулта тата пĕлтĕр çак хисеп 98,1-85,93 миллион тенкĕпе танлашнă. Патшалăх чăваш ялĕсене тĕпрен çĕнетме пулăшни куç кĕрет: виçĕм çул, сăмахран, Етĕрне районĕнчи Кăкшăмра пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул (спортзалĕпе пĕрле) хута кайнă, иртнĕ çул Шăмăршă район тĕп больницинче çĕнетнĕ, Комсомольски ялĕнче çĕнĕрен пушар техники туяннă, Вăрнарпа Йĕпреç поселокĕсенче информаципе консультаци центрĕсем уçнă. 2006 çулта яла аталантарма мĕнпур çăлкуçран 7,2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çав шутра федераци бюджетĕнчен - 0,32 миллиард, республика бюджетĕнчен - 2 миллиард, вырăнти бюджетсенчен - 0,35 миллиард, бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен - 4,47 миллиард. Çав укçапа пĕлтĕр 146,1 километр газ пăрăхĕсем хывнă, 5121 киле газ кĕртнĕ. Çапла майпа республикăри мĕнпур яла çутçанталăк газĕ çитернĕ. 198,4 километр çул тунă е тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, 21,7 километр шыв пăрăхĕсем хута янă. Федераци бюджечĕн кăçалхи лимичĕ - 86,4 миллион тенкĕ. Çав укçаран ялти граждансене пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма 20 миллион тенкĕ, çамрăк çемьесемпе специалистсене хваттер тума е туянма 35,8 миллион тенкĕ уйăрса пулăшаççĕ. Патăрьелне шывпа ти-вĕçтерме 10,1 миллион, унти район тĕп больницине, Шăмăршă район тĕп больницине малалла çĕнетме укçа чылай уйăраççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе кăçал çавăн пекех Патăрье-лĕнче, Муркашра, Шупашкар районĕнче информаципе консультаци центрĕсем уçмалла, Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимешре 260 вырăнлăх шкул тума 12 миллион тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Ялсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе малалла ĕçлемелле. Пĕлтĕр ялта пурăнмалли çурт тума 64,43 миллион тенкĕ уйăрнă, 1162 пин тăваткал метр хваттер тунă, пурĕ 221 çемье, вăтамран кашни 113,1 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ, 283 çемье (109 процент) хăйсен хваттер условийĕсене лайăхлатнă. Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çул республика ялĕсенчи 434 çамрăк çемье çурт-йĕр тума ипотека кредичĕ илнĕ. Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен ялти 586 çемьене 42 миллион тенкĕлĕх каялла илмелле мар субсиди панă. Указа пурнăçа кĕртме тытăннăранпа 5 пин ытла çемье, çав шутра ялти 2 пин çемьене яхăн кредитпа усă курнă. Программăра палăртнă тăрăх, кăçал ялти 300 çамрăк çемьепе специалиста хваттерпе тивĕçтермелле, 15,1 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тумалла. Палăртнă тĕллеве пурнăçласси муниципалитет районĕсемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçарулăхĕнчен ытларах килет. Вĕсен çамрăк çемьесемпе специалистсем валли пурăнмалли çурт-йĕр тума вырăнти бюджетран çурт хакĕн 30 процетне уйăрмалла. Пĕлтĕр çак тĕллеве Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомоль-ски, Красноармейски, Сĕнтĕр-вăрри, Шупашкар районĕсем кăна пурнăçланă, ыттисем пĕр пус та уйăрман. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри пĕтĕм ĕçе чарса тăрать. Паянхи куна ялти граждансем валли 11,2 пин тăваткал метр хваттер (121 çемье) хута янă. Çакă çулталăк планĕн 56 проценчĕпе кăна танлашать. Кăçал 118 специалист ял хуçалăх енĕпе аслă пĕлỹ илет. Вĕсене ялта çирĕплетсе хăварма тимлĕ тăрăшмалла. "Пире агрономсем, механиксем, зоотехниксем, бухгалтер-экономист-сем питĕ кирлĕ,- палăртрĕ министр,- вырăнти ертỹçĕсен вĕсене чи малтан хваттерпе тивĕçтересси çинчен тимлĕн шутламалла. Çамрăксен вăй-халĕпе кăна ялăн малашлăх пур". Пĕлтĕр Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен 54 специалист вĕренсе тухнă, вĕсенчен 33-шĕ ял хуçалăх организацийĕсенче ĕçе вырнаçнă. Шел, хваттерлĕ пулма нихăшĕ те субсиди илмен. Ялта хăтлă çурт лартма хальхи вăхăтра архитектура енчен тĕрлĕ майсем пур. Канашлура çак ĕçре усă курмалли çĕнĕ технологисемпе "Оптима", "Газнефтьсервис" акционер обществисен специалисчĕсем паллаштарчĕç, ку организацисем яллă вырăнта пĕр хутлă, хальхи ыйтусене туллин тивĕçтерекен ăшă та çутă хваттерсем тăвас енĕпе паха опыт пухнă.