Комсомольский муниципальный округ

ЯЛАНАХ ТĔРЕКЛĔ, ÇИРĔП ПУЛТĂР

Çĕршыв тĕрекĕ çирĕп çемьере тетпĕр. Ачасен аталанăвĕ, вĕсен воспитанийĕ, пуласлăхĕ чи малтанах çемьерен килет. Ача-пăча ашшĕ-амăшне курса ỹсет, вĕсенчен тĕслĕх илет. Пирĕн районта кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне 3832 çемье шутланнă. Унта 6227 ача пурăннă. Вĕсенчен 373-шĕ - нумай ачаллă çемьесем. Районта 7 ачаллă пĕр, 5 ачаллă - 11, 4 ачаллă 35 çемье пур. Шел, хăшпĕр çемьесем тулли мар, ачасем е амăшпе, е ашшĕпе çеç пурăнаççĕ. Çемьесене çирĕплетес, лайăх çемьесене тупса палăртас, çемье династийĕсемпе паллаштарас, вĕсенчен тĕслĕх илме май парас тĕлĕшпе район администрацийĕпе культура, вĕрентỹ учрежденийĕсемпе пĕрле социаллă хỹтлĕх пайĕ тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Вĕсен кăçалхи планне те çирĕплетнĕ. "Çемье династийĕ", "Чи лайăх çемье" районти конкурс çĕнтерỹçисем республикăра та тĕрлĕ номинацисенче палăраççĕ. "Çемье династийĕ" республикăри конкурса пĕлтĕр Комсомольскинчи Константиновсен çемйине тăратнăччĕ. Кăçал çак хисепе Асанкассинчи Козловсен çемйи тивĕçрĕ. Иртнĕ çул "Чи лайăх çемье" республикăри конкурсри пĕр номинацие Урмаелĕнчи Тукаевсем çĕнсе илчĕç. Кăçал та вăл конкурса ирттерме палăртнă. Кусемсĕр пуçне шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. "Самая дружная семья", "Ценности семей", "Традиции семьи" конкурссене ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хапăлласа хутшăнать. Хăйсен хаклă çыннисем çинчен ачасем сочиненисем çыраççĕ, ỹкерчĕксем тăваççĕ. Вĕсем валли "Моя семья" конкурс йĕркелетпĕр. Шкулсенче, библиотекăсенче кĕнеке выставкисем хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех "Крепкие семейные узы", "Я живу на этой земле", "Крепкая семья - крепкая страна" мероприятисенче ачасемпе çитĕннисем çемьепе çыхăннă ыйтусемпе калаçаççĕ, хăйсен пултарулăхĕсене кăтартаççĕ. Çемьесемпе экскурсисем йĕркелени те аслисемпе ачасем хушшинчи çыхăнăва вăйлатать. Тематикăлла каçсем, "Папа, мама, я - спортивная семья" ăмăрту та кашни çулах нумайлăха асра юлмалла иртет. Районта лайăх çемьесем нумай. Унта ачасем мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани илсе ỹсеççĕ, çитĕнсен те çирĕп çемьесем йĕркелеççĕ. Шел пулин те, ăнăç-сăр, ачи-пăчине пăхман çынсем те пур. Районта вĕсемпе те ĕçлеççĕ. Ачасем çĕршывшăн кирлĕ çынсем пулса ỹсчĕр тесе тăрăшаççĕ. Районти çынсене Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Сирĕн çемье яланах тĕреклĕ пултăр, çамрăксене мăшăр тупса пĕр чăмăра пĕрлешме ăнăçу сунатпăр. 



"Каçал Ен"
12 мая 2007
00:00
Поделиться