Çĕнĕ çуртсем тусан ял пурăнать
Иртнĕ канмалли кунсенче Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче çамрăк граждансен хуçалăхĕсенче строительство ĕçĕсем пуçланнă. Хирти Ĕнелти Александр Пыркин хуралтăсем тума пикеннĕ, Нĕркеçри Владимир Кошкин вара çĕнĕ çурт купаласа хăпартнă. Çитес вăхăтра ку поселени территорийĕнче тата икĕ çемье çĕнĕ çурт çĕклесшĕн. Вĕсем кирлĕ укçа-тенкĕне "Çамрăк çемье" программăпа илнĕ.
"Каçал Ен"