КАЧЧĂСЕМ ÇАРА КАЯÇÇĔ
Хальхи вăхăтра çуркуннехи призыв пырать. Çавăнпа та салтака кайма вăхăт çитнĕ çамрăксен те, вĕсен ашшĕ-амăшĕн те ыйтусем нумай тухса тăраççĕ. Вĕсем çине районти çарĕç комиссарĕ А.А.Маурин подполковник хуравлать.
- Андрей Анатольевич, çарĕç комиссариатне ытларах мĕнле ыйтусемпе пыраççĕ?
- Тăтăшах тĕл пулаканни - мĕнле сăлтавсемпе çар ретне тăрассинчен юлма пулни. Саккунпа килĕшỹллĕн, çамрăксен ашшĕ-амăшĕ пенси çулĕнче е инвалидсем пулсан тата салтака каймалли çынсăр пуçне тек никам та вĕсене пăхаканни пулмасан кăçал çăмăллăх пур. Вĕсене отсрочка паратпăр. 2008 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен вара пăртак улшăнусем пулаççĕ. Ачăрсен, мăнуксен чăннипех те сире вĕсен пулăшăвĕ кирли çинчен ĕнентерекен хут илмелле, ăна призыв комиссине тăратмалла. Пирĕн медицинăпа социаллă экспертиза пур. Унта ĕçлекенсем сирĕн лару-тăрăва тишкерсе салтака каймалли çамрăкăн пулăшăвĕ чăннипех кирлине палăртĕç. Енчен те çавна çи-рĕплетсен 1 çуллăха отсрочка парăпăр, çирĕплетмесен çамрăкăн салтак тумне тăхăнмах тивĕ. Чылайăшне кăсăклантаракан тепĕр ыйту та пур.
- Июнь уйăхĕнче диплом илекен çамрăксем çуркуннехи призыва лекеççĕ-и?
- Пĕлỹ илекен призывниксене, паллах, вĕренсе пĕтерме чармастпăр! Енчен те вăл июнĕн 30-мĕшĕччен диплом илчĕ пулсан, унăн призыв вăхăтĕнчех çар ретне тăмалла.
- Тата мĕнле ыйтусем параççĕ-ши?
- Акă, тепĕр ыйту: "Манăн шăллăм аслă вĕренỹ заведенине кĕнĕччĕ. Специальность килĕшменнине пула кăçалхи март уйăхĕнчех урăх çĕре куçрĕ. Ăна "академическая неуспеваемость" формулировкăпа кăларса янă. Вăл отсрочкăна тивĕçлĕ-и?
- Ку ыйту çине тỹртенех хуравлатăп: унăн салтака каймаллах пулать. Саккунпа килĕшỹллĕн ăна çартан хăварма çук.
- Призывниксем çывăхрах вырăнта службăра тăма ярас ыйтупа та килеççĕ пулĕ?
- Ун пеккисем те пур. "Эпĕ 55 çулта, иккĕмĕш группа инваличĕ. Ывăла кăçал çара илеççĕ. Килтен çывăхрах вырăнта службăна яма май çук-ши?" Ун пек лару-тăрăва шута илетпĕр. Енчен те вăл сире мĕнле те пулсан пулăшу пама пултаракан пĕртен-пĕр çын пулсан ăна инçете ямăпăр.
- Андрей Анатольевич, редакцие килнĕ хăшпĕр ыйтусене парасшăн. "Манăн ывăл пограничниксен çарĕнче службăра тăрасшăн. Сывлăх енчен тивĕçтерет. Анчах та эпир, ашшĕ-амăшĕ, вăл "вĕри точкăсене" лекесрен хăратпăр".
- Çулталăк ытла ĕнтĕ призывниксене эпир "вĕри точкăсене" ямастпăр.
- Мĕнле чирсемпе çамрăксене çара илмеççĕ?
- Çар ĕç комиссариатне килĕр. Унта йăлтах ăнлантарса парĕç.
- Çакăн евĕрлĕ тепĕр ыйту. "Ман ывăл медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене мĕнле пĕлме пулать?"
- Чăннипе, сирĕн ывăлăрăн хăйĕн çар ĕç комиссариатне тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе килмелле пулнă. Енчен те ăна вăл хутсене алăран тыттарман пулсан эсир хăвăр призыв комиссийĕн ларăвне пырса фельдшерпа калаçма пултаратăр.
- Пĕччен пурăнакан, пĕртен-пĕр ывăлĕ пур амăшĕсем те пăшăрханаççĕ. Вĕсен ачисене отсрочка пама пултараççĕ-и?
- Отсрочкăсене çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕччен çеç палăртнă.
- Шалти ĕçсен пайĕнче, таможньăра, пушар чаçĕнче ĕçленине çар службин вăхăчĕ тесе палăртаççĕ-и?
- Вăл ĕçсем çар служби патне нихăш енчен те пырса тивмеççĕ.
- Милици ĕçченĕсене çар ретĕнчен хăтараççĕ-и?
- Енчен те хальхи вăхăтра çамрăк шалти ĕçсен пайĕн системинче ĕçлет пулсан отсрочка сыхланса юлать. Анчах та 2008 çултан милицие ĕçе кĕрекенсен салтак тумĕ тăхăнмах тивĕ.
- Çар ретĕнче тăракан çамрăк авланма шутланă. Отпуск пама пултараççĕ-и?
- Кун пек чухне часть командирĕ ыйтăва татса парать. Унăн 10 талăка отпуск пама ирĕк пур.
- Енчен те унăн пулас арăмĕ йывăр çын пулсан? Салтак маларах çартан килме пултарать-и?
- Ача çуралас пулсан анчах.
- Призыв комиссийĕнче ашшĕ-амăш комитечĕсен членĕсем те пур. Вĕсем ашшĕ-амăшне, призывниксене мĕнле те пулсан пулăшу пама пултараççĕ-и?
- Чăннипех те, кăçалхи çултан пуçласа призывниксен ашшĕ-амăшне призыв комиссине кĕртнĕ. Кама палăртасси сиртен килет. Вĕсем вăл е ку ыйтăва татса парас тĕлĕшпе призыв комиссийĕн ытти членĕсемпе пĕр шайрах тăраççĕ. Комисси вĕсен сăмахне те шута илет.
- Андрей Анатольевич, калаçушăн, хуравсемшĕн тавтапуç.