Каникулта ахаль лармĕç
Кĕçех шкул ачисен çуллахи каникул пуçланать. Район пуçлăхĕ Геннадий Волков ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвĕ, сиплевĕ тата ĕçлевĕ пирки калакан постановление алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн, районти шкулсенче ĕçпе кану 14 лагерĕ, профиллĕ 8 лагерь ĕçлемелле. Çул çитменнисен 5 ĕçлев бригадине валли те сахал мар ĕç кĕтет. Халичченхи пекех, сахал тупăшлă çемьери ачасене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç. Кăмăлĕ пулсан, 14 çулти тата аслăрах ачасене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕç алли кирлĕ предприятисене вырнаçтарĕç. Хальхи вăхăтра çуллахи лагерьсене уçма хатĕрленеççĕ.
"Каçал Ен"