Комсомольский муниципальный округ

Михĕсенче - наркăмăш

Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн территорийĕнче, Елчĕкпе Комсомольски районĕсем чикĕленнĕ çĕрте, 2 тоннăна яхăн кукуруза тупнă. 75 михĕллĕ купа çине ял çыннисем ăнсăртран пырса тухнă. Ял поселенийĕн пуçлăхне пĕлтернĕ. ЧР Россельхознадзор Управленийĕн специалисчĕсене тата районти шалти ĕçсен пайĕн следовательне чĕнсе илнĕ. Сăлтавĕ те пур - михĕсем çине кукуруза вăррисене вăйлă наркăмăшлă ТМТД протравительпе им- çамлани çинчен çырнă. Адресĕ - Кабардино-Балкари республикинчи "Солдатское" ЯХПК. Çырнине ĕненсен, михĕсене 5 çул каяллах тултарни паллă. Тупнă михĕсене пестицидсен складне ăсатнă, илнĕ пробăсене - наркăмăш шайне тишкерме Чулхулари референт центрне. Шалти ĕçсен пайĕн следователĕсем михĕсем кунта мĕнле килсе лекнине тĕпчеççĕ, айăплă çынсене шыраççĕ.



"Каçал Ен"
16 мая 2007
00:00
Поделиться