Комсомольский муниципальный округ

ПĔР-ПĔРИН ĔÇĔПЕ ПАЛЛАШРĔÇ

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, теççĕ. Паянхи пурнăçра çĕнĕлĕхсем пулсах тăраççĕ. Çавăнпа та пĕр-пĕринпе паллашма, ĕçе-хĕле ăша хывма кỹршĕ районсене, республикăсене тата ытти çĕре тухса çỹрени, çыхăну тытни кирлех. Ял хуçалăхĕпе ĕçлекен предприятисен специалисчĕсемпе ертỹçисем ют çĕршывсене те тухса çỹреççĕ-ха. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт çулталăк ытларах çеç иртнĕ. Çавна май пĕр-пĕринчен вĕренмелли, вăл е ку ял поселенийĕнчи çынсемпе, унти лару-тăрупа паллашни кирлех. Акă, Елчĕк районĕнчи ял поселени-йĕсен пуçлăхĕсем Чĕчкен ял поселенине çитсе курчĕç. Вĕсем унти ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн кăмăллă юлчĕç тесех шутлас килет. Тĕлĕнмелли асар-писерех нимех те курмарĕç пулин те, хăшпĕр пуçлăхсен ыйту чылай пулчĕ. Ку ял поселенийĕ пирки те, унăн пуçлăхĕ çинчен те ытлашши ырласа калас килмест. Хăнасем мĕн курмаллине хăйсен ку-çĕпе пăхса хак пачĕç. "Пĕччен çеç ялсен пурнăçне тытса, йĕркелесе, тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе пыма йывăр, май та çук",- терĕ тĕл пулура Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов. Тĕрлĕ цифрăсем илсе кăтартрĕ, тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ĕçсене вара сахал мар пурнăçланă. Çỹп-çап тăкмалли вырăна йĕркене кĕртнĕ. Выльăх масарне карта тытса çавăрнă. Çак ĕçсене бюджет укçипе мар, халăх вăйĕпе пурнăçланă. Бюджет икĕ ялти 400 ытла хуçалăхшăн пысăках мар. Ял поселенийĕн пуçлăхĕн, специалисчĕсен тĕрлĕ ыйтусене татса пама тивет. Социаллă пурнăç та, тирпей-илем те, юсав ĕçĕсем те йăлтах ял поселенийĕ çине тиенеççĕ. Çỹп-çапа турттарса кăларас, пушар машини тытса тăрас ыйтусене мĕнле татса пани пирки ыйту чылай пулчĕ. Кун çине Ю.Г. Лукиянов та, "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев та тулли хурав пачĕç. "Ял поселенийĕ пĕрлешỹллĕ хуçалăхпа килĕштерсе ĕçлесен, ял çыннисене ăнланса вĕсемпе тачă çыхăну тытсан пур ыйтăва та тенĕ пекех татса пама пулать,- терĕ Василий Петрович. Ун сăмахне хи-рĕçлеме çук. Çуркунне юр кайса пĕтсен, тата ытти вăхăтсенче те кил-тĕрĕшре, урамра пуçтарăннă тасамарлăха илсе тухса ятарласа палăртнă çỹп-çап тăкмалли вырăна çитерме кооператив транспорт уйăрать. Хăшпĕр ялсенче урамсене хĕллехи вăхăтра юртан тасатас ыйту çивĕч тăрать. Ял поселенийĕ, депутатсем, ял халăхĕ пĕрле калаçса килĕшнĕ хыççăн Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсемшĕн кун пирки пăшăрханмалли çук. Пушар машинисене те кооперативах тытса тăрать. Çỹлерех асăннă пулăшушăн çынсем кооператива çĕр пайĕшĕн тивекен тỹлевĕн темиçе процентне параççĕ. Аслă Чурачăк ялĕн старости В.Т.Акчурин масарсене тирпей-илем кỹме, йывăçсем лартма ял çыннисем хастар хутшăннине палăртрĕ. Чăнах та юлашки çулсенче икĕ ялта чылай йывăç лартнă. Парксем чĕртнĕ. Ку ĕçсенчен шкул ачисем те айккинче юлман. Семинара хутшăнакансем Аслă Чурачăкри социаллă-культурăлла центр ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Кунта культура çурчĕ, тĕслĕх библиотеки, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ, ял поселенийĕн администрацийĕ вырнаçнă. Путвалта çамрăксем валли спортзал пур. Ку икĕ хутлă çурта тунăранпа 20 çула яхăн çитет. Вăхăтра юсаса, пăхса, тирпейлесе тăнипе вăл çĕнĕ евĕрлех курăнать. Аслă Чурачăкри социаллă-культура центрĕн директорĕ Е.В.Шуряшкина ял поселени территорийĕнче культурăпа кану ĕçĕ мĕнле пулса пыни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Культура ĕçченĕсем районти пĕр кон- курсран та юлмаççĕ, малтанхи вырăнсем йышăнаççĕ. Республикăри мероприятисенче те çĕнтерỹçĕ пулнă. Ахальтен мар вĕсем хаклă йышши музыка аппаратурине тивĕçнĕ. Ун пекки республикăра та 3 анчах. Семинар-канашлăва хутшăнакансене ун çинчен художество руководителĕ С.А.Просвирнов каласа, вĕсене ĕçре кăтартса пачĕ. Чылайăшĕ ăмсанчĕ те пулĕ. Ара, çав аппаратура тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ чухне чылай пулăшать, илемлĕрех тума май парать. Семинара хутшăнакансем кăçал 3 уйăх каялла çеç хута кайнă Преображени чиркĕвне кĕрсе курчĕç. Тин çеç Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерỹ тунăранпа 62 çул çитрĕ. Вăрçă хирĕнче тата тăван тăрăха таврăнсан вилнĕ фронтовиксене асăнса лартнă палăк патне пырса паянхи пурнăçшăн юн тăкнă çынсене асăнса пуç тайрĕç. Малтанхи палăка 1963 çултах лартнă пулнă. Кăçал ăна ял поселенийĕн вăйĕпе тĕпрен юсанă. Пуçлăх та, специалистсем те канмалли куна пăхмасăр тăрăшнă. Аслă Чурачăкри вăтам шкулăн çĕнĕ çурчĕ аякранах илемлĕн курăнса ларать. Унта строительство ĕçĕсем вĕçленмен-ха. Çавăнпа та семинара хутшăнакансем шкула кĕмерĕç. Капла та вăл паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен вĕренỹ учрежденийĕ пулни палăрать. Хăнасене социаллă-культурăлла центрта ĕçлекенсем, художество пултарулăх коллективĕн членĕсем, фольклор ансамбльне çỹрекен ачасем юрă-ташă парнелерĕç. Чĕчкен ял поселенийĕнче ĕçлекенсем Елчĕк тăрăхне те çитсе курма пулчĕç. Кунти семинар-канашлу ĕçне Шурут, Тукай, Урмаел ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.



"Каçал Ен"
19 мая 2007
00:00
Поделиться