Комсомольский муниципальный округ

Шăрăх вăхăтра уйрăмах асăрханăр

Çанталăк шăрăх, кăнтăрла температура 30 урлă та каçать. Ку вăхăтра пушар хăрушлăхĕ палăрмаллах ỹсет. Çавăнпа та тимлĕх пирки манмалла мар, вут-кăварпа асăрхануллă пулмалла. Акă, район территорийĕнче майăн юлашки вунă кунĕнче çеç 7 пушар пулчĕ. Вĕсен сăлтавĕ шăрăх çанталăра çеç мар. Тепĕр чухне эпир асăрхаттарнине итлеменни те, пĕлсе тăрсах хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни те пулĕ. Çуртсенчи электропроводкăсене улăштармалли пирки эпир пĕрре мар аса илтернĕ. Кашни ялтах çурт туса лартнă хыççăн кĕртнĕ электрооборудованипе усă кураççĕ. 25-35 çул электропроводкăсене пĕр улăштармасăр пурăнакансем те пур. Инкек-синкек пире лекмĕ тесе шутлаççĕ-ши? Çук çав, инкек нихçан та куçа курăнса килмест. Акă, майăн 20-мĕшĕнче Янкасси ялĕнче çак сăлтавпах пурăнмалли çуртра вут-кăвар сиксе тухнă. Тепĕр икĕ кунтан Аслă Çĕрпỹелĕнчи пĕр пỹртĕн верандинче вут-кăвар алхаснă. Çак тĕс-лĕхсем район çыннисене сис-чĕвлентермелле, шухăшлаттармалла. Майăн 23-мĕшĕнче Тукай Мишер ялĕнче çиçĕме пула пушар тухрĕ. Майăн 29-мĕшĕнче Киров поселокĕнче электрооборудовани юсавсăррине пулах килти кинотеатр тивсе кайнипе çурта вут-çулăм ярса илнĕ. Çак кунах Дубовка ялĕнче никам та пурăнман çуртăн çивиттийĕ, лупасĕ çунчĕç. Пуш çуртсем тенĕрен, вĕсем уйрăмах тимлĕх ыйтаççĕ. Никам пурăнманран унта çамрăксем те, ачасем те кĕме пултараççĕ. Çавăнпа та ял поселенийĕсен пуçлă-хĕсен уйрăмах асăрханулăха ỹстермелле. Енчен те электричество кĕрет пулсан, пралуксене кассан та вырăнлă. Майăн 30-мĕшĕнче Хырхĕрри патĕнче вăрман хĕрринчи пĕр вырăн çунма пуçланă. Шăрăх вăхăтра вăрманта уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Ăнсăртран пăрахнă çунакан шăрпăк пĕрчи, хĕвел çинче выртакан кĕленче татăкĕ те типĕ курăк хушшинче хыпса илме пултарать. Çавăнпа та вăрмана канма çỹрекенсене вут-кăварпа асăрхануллăрах пулма чĕнсе калас килет. "Дубрава" ял хуçалăх кооперативĕн усă курмасăр ларакан витинче те вут-çулăм алхаснă. Район центрĕнчи пушар чаçĕнче ĕçлекенсем вăхăтра килсе çитни çеç ăна анлă сарăласран чарса лартма май пачĕ. Çанталăк улшăнсах тăрĕ. Шăрăх, типĕ вăхăтра çеç мар, кирек хăçан та вут-кăвар тухма пултарать. Çавăнпа та сыхă пулмалла. Çуртсем çывăхĕнче шыв тултарнă савăтсем лармалла, ялсенче каçхи пушар хуралне йĕркелесен те аван. Çуллахи каникул кунĕсенче ялсене хула ачисем килеççĕ. Вĕсем, тепĕр чухне, ирĕке туйса шăрпăкпа вылянă, хуралтăсем çывăхĕнчех вут чĕртнĕ тĕслĕхсем пулаççĕ. Вĕсене асăрхасах тăрасчĕ. Никамăн хуçалăхне те пушар инкекĕ килсе ан çаптăр. Çакă ан пултăр тесен чылай чухне хамăрăн сыхă пулмалла.



"Каçал Ен"
02 июня 2007
00:00
Поделиться