Итлев иртнĕ
Июнĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче район Уставне улшăнусемпе хушусем кĕртес пирки пĕрлехи итлев иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ертсе пынă. Район администрацийĕн юрисчĕ А.Г.Ямалетдинов устава мĕнле улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси пирки каласа, ăнлантарса панă. Депутатсем вĕсене пĕр саслăн йышăннă.
"Каçал Ен"