Комсомольский муниципальный округ

Парăмсене вăхăтра татмалла

Районти суд приставĕсен уйрăмĕн ĕçченĕсем январь — май уйăхĕсенче пурĕ 7113 исполнительлĕ производство пăхса тухнă. Вĕсенчен 2555-шĕпе 3 миллион та 210 пин тенкĕ укçа шыраса илнĕ.

Çавăн пекех суд приставĕсем кăçал алимент шырас енĕпе 178 исполнительлĕ производство тишкернĕ. Парăма вăхăтра тÿлеменшĕн 3 çынна Россия Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе явап тыттарнă.

Суд приставĕсен служби парăмсене вăхăтра шыраса илес тĕллевпе тăтăшах рейдсем ирттернĕ, ирттерет те. Акă, малашне те вĕсем Комсомольскинчи пасарта кашни кĕçнерни кун ĕç автомашини çинче парăмçăсем пырса тÿлесе татасса кĕтĕç. Ку вăл хальлĕхе — çĕнĕлĕх.

Суд приставĕсен ĕçри автомашини пасарти «Автозапчасти» магазин умĕнче ларĕ.

В.ИВАНОВ.



"Каçал Ен"
05 июня 2013
11:47
Поделиться